21 июля 2012 г.
Хĕрлĕ питлĕ шуçăм тÿпене çутатса хăпарчĕ те ерипен-ерипен тĕнчене вăратрĕ. Хĕвелĕ, ыйхăллă ачаш ача евĕр, васкамасăр тăсланкă пĕлĕтсем хушшинче хăй вырăнне тупрĕ, çĕнĕ куншăн хĕпĕртесе йăлтăр та ялтăр çиçрĕ. Çак хушăра аякранах курăнса выртакан кÿлĕ хĕррине карталанса вĕçсе килекен кайăк хурсен пĕр ушкăнĕ анса ларчĕ. Кунтах таса туйăмлă шурă акăшсем пĕр уйрăлми, мăшăрăн-мăшăрăн шыва ик еннелле çурса унталла та кунталла ишсе çÿреççĕ. Тĕрлĕрен кайăксен юрри, хушăран-хушă мăнтăр шапа сас пани чунра пытаннă туйăмсене çиеле кăларать. Куçа курăнакан илеме пĕр вĕçĕм тĕсесе пăхас, хăлхана кĕрекен сасăсене чарăнми итлес килет.
Çапла, çăтмахри евĕр тавралăхра пурăнаççĕ Çĕнĕ Чĕпкассем. Хĕвел тухнине сисекен çын тĕнче илемне курать теççĕ. Ку енĕпе çак ялсем Юхмапа Пăла тăрăхĕнче чи телейлисем. Çапли çапла та...
Кзыл Чишма ял тăрăхне кĕрекен çак яла эпĕ 15 çул каялла калем ĕçĕпех çитнĕччĕ. Ун чухне çĕр урайлă пÿртре пурăнакан пĕр абыйран тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕм. Йĕри-тавра пĕр чÿрече те çук, шалта сĕм тĕттĕм. Арçын кăнтăрла та чĕп куçпа усă курать. Сĕтел-пуканĕ кивĕ хăма татăкĕсенчен çапса тунă. Тÿшек-минтер пирки сăмах та çук. Алăк патне пысăк пуртă хунă, сĕтел çинче – вăрăм çĕçĕ... Вĕсем хÿтĕленÿ хатĕрĕсем-мĕн. Алтай крайĕнчи вăрман варринче темиçе çул пурăннă Агафия Лыкован условийĕсем, “Комсомольская правда” хаçатра çырнăччĕ, кунтан темиçе хут лайăхрах-тăр” – шухăшланăччĕ эпĕ ун чухне. Авалхи пĕлĕше хальхинче те шыраса тупрăм. Унчченхи çĕрпÿрт çук ĕнтĕ текех – çĕрпе танлашнă, çак вырăнта вăрман евĕр йывăç-курăк ашкăрать. Сакăр вуннă урлă каçнă аксакал кÿлĕ хĕрринчен вунă метртах хăйĕн валли тепĕр вăхăтлăх хÿтлĕх тупнă (хĕлле ваттисен çуртĕнче пурăнать). Кунта та хуралтисем çĕр çумнех пусарăннă, кивĕ пÿртре кăмака çĕмрĕк. Чÿречинчен буржуйкăн вăрăм сăмсине урамалла кăларнă та çакăнтах апатне пĕçеркелет. Тĕксĕм пÿрт чуна çÿçентерет. Пуçа каллех пĕр шухăш пăралать: хальхи саманара та çакăн пек пурăнма пулать-ши;
Пенсионерсен вăйĕпе çеç тытăнса тăракан урамра (вăл та “Çĕнĕ Чĕпкас” ятлах) камалсăрскерсем татах пур. Мериям Мифтахутдинова, сăмахран 84 çулта. Тăххăрмĕш теçеткерине пăхмасăрах эпи мăкла качакине те, чăх-чĕпне те усрать-ха, кил-тĕрешне те тирпейлех тытать.
–Сĕтел çинче тăтăшах сĕт-çу пур, çăмартаран та татăк тăмастăп. Пахча- çимĕçне хамах пăхса çитĕнтеретĕп. Сывлăхĕ çакнашкалах тăрсан, пурăнма пулать ĕнтĕ, – сÿрĕкрех сăмахлать кинемей. – Ĕмĕрĕме çак кĕтесре ирттернĕ те, ниçта та ют çĕре тухса каяс килмест.
300 метра тăсăлакан ял урамĕнче – кил сиктерсе пурăнма юрăхсăр çурт. Чылайăшĕ тайăлнă, чалăшнă, хыт-хура айне пулнă. Хуçалăха юхăнма паманнисем шутлă çеç. Вĕсене йĕркипе каласа тухма та пулать: Камаловсем виçĕ çемье (çичĕ çын), Аллямовсем, Мифтаховсем, Хуснетдиновсем икшерĕн, Хамбзянова, Мифтахутдинова, Каюмов пĕччен пурăнаççĕ. Пурте пенсире. Вăхăтĕнче паянхи ватăсем турта çине таянса ÿснĕ тиха евĕр, ачаранах ĕçпе пиçĕхнĕ паттăрсем пулнă. Акине те тунă, сухине те хăварман. Пĕрлех картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усранă, сак тулли ача çитĕнтернĕ. Халĕ вара çак ялта пурăнакансен чылайăшĕн алли лаштăрах усăннă. Чи кĕçĕн арçын 62 çулта! Тăван кĕтес кун-çулне тĕплĕн пĕлекен юлман та темелле. Аксакалсем ăна аслисем каласа панинчен çеç аса илкелеççĕ.
Авал хура çĕртен те кимĕ шунă тет... Ĕненетĕр-и; “Çук, паллах”,– тейĕç чылайăшĕ. Вăхăтĕнче паян пушанса пыракан Çĕнĕ Чĕпкасра вара пурнăç кĕр-кĕр кĕрленĕ! Кун пирки вара иккĕленÿ çук. Иртнĕ куна тавăрма пулмасан та, паян ял историне май пур таран аса илни вырăнлă .
1923 çулсенче ăна “Хырлă хăва участки” тенĕ. Тен, çавăнпах пулĕ халăхра паян та хăшĕ-пĕри çав ятпа пĕлет. Ял никĕсне хывакансем вара 1910 çулсенчех Тутар республикинчи Каменный брот ятлă ялтан куçса килнĕ. Малтанласа вăл Пăва уезчĕн, Патăрьел, Шăмалак вулăсĕсенче, унтан Аслă Патăрьел, Шăнкăртам, Чкаловски районсенче шутланнă. 1957 çултанпа Красномайск, халĕ вара Кзыл Чишма ял тăрăхне кĕрет.
Вăрман çывăхĕнчи çĕнĕ çĕрте тĕпленме шухăш тытнă çемьесем малтанах çуртсене урам туса йĕркипе лартман. Вăрман çумне тĕлли-паллисĕр, унта та кунта вырнаçтарнă. 1931 çулхи августăн 2-мĕшĕнче ялта “Кзыл Тан” колхоз йĕркеленнĕ, çемьесем пĕр чăмăра пуçтарăнма пуçланă. Сăмах май каласан, коллективлă хуçалăх районта кăтартуллисенчен пĕри пулнă. Ун чухнех пĕчĕк йышпах пысăк ĕç тунă. Çĕр-шывшăн чи йывăр вăхăтра – вăрçă пынă тапхăрта та колхозниксем пысăк хастарлăх кăтарт-нăшăн аслă çар пуçлăхĕ И. Сталин Галлям Камалович Камалов колхоз председателĕ ячĕпе тав çырăвĕ янă. Ун чухнех Чĕпкассем пĕр çын пек пулса çĕр-шыв хÿтĕлевĕн фондне 150 пин тенкĕ укçа тата 480 пăт тĕш-тырă куçарнă. Хуçалăх ертÿçи ку пуçарупа çеç лăпланман, хăй тата çар техникине вăйлатма 22 пин тенкĕ укçапа 27 пăт çăкăр панă. Урăхла каласан, ĕçчен те пултаруллă халăх ырă ĕçшĕн кар тăнă. Çакна вăхăтĕнче хуçалăхра нумай çул механизаторта ĕçленĕ Фагим Шарафутдинов та кăмăллă аса илчĕ.
– Паян пирĕн ялта ку-рортри пек: пĕр сасă та çук, кайăксем çеç юрлаççĕ. Ватăлтăмăр, ачасене ÿстерсе кăларса ятăмăр. Вĕсем хамăрăн та пилĕк пăхаттирччĕ. Вăхăтĕнче вара участка кăнтăрла та, каçхине те кĕрлетчĕ. Ял халăхĕ хĕвелтен кайран выртса хĕвелтен малтан тăратчĕ. Кашни вăй питти валли икĕ алла пĕр ĕç пулнă. Ялта ĕне, сурăх, чăх фермисем тулли хăватпа ĕçленĕ. Чылай çул хушши хуçалăхра хура тилĕ те усранă. Вилнĕ выльăхсене (унсăрăн пулмасть ĕнтĕ) тискер чĕрчунсене çитернĕ. Кайран вара вĕсене пусса паха тир туса сутнă. Паянхи пек каласан, каяшсăр производство темелле. Хуçалăх çĕр пулăхлăхне ÿстерес, пысăк тухăçлă тĕш-тырă туса илес тĕллевпе хĕлле вăрмантан лашапа, вăкăрпа торф турттаратчĕ. Ĕçлемесĕр, пилĕк авмасăр пурлăх пулман ĕнтĕ. Иртнĕ куна çеç тавăрма çук, – тет ĕç ветеранĕ.
Минибиян аппан амăшĕ енчи йăх-несĕлĕсем кÿршĕри Шăмăршă районĕнчен-мĕн. Хăй кунта 63 çул каялла çемье çавăрнă. Ун чухне ялта 34 кил пулнă. 90 çул урлă каçнă кинемей хăй пурăнакан тăван кĕтес майĕпен аталанса, вăй илсе пынине лайăх ас тăвать. Ĕмĕр тăрăшшĕпе хуçалăхра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă вăл, сак тулли ача çитĕнтернĕ... Тыл хастарĕ вăхăтĕнче хĕр пуççăн Киряна вăрман кăларма та, вăрçă вăхăтĕнче хÿтĕлев шăтăкĕсем чавма та кайнă. Тыррине те вырнă, авăнне те çапнă, ытти ĕçсенчен те пăрăнса юлман. Халĕ вара сывлăхран кăштах катăлнине пăхмасăрах кашни кун кĕлĕ вулать. Хулара хăтлă хваттер пур пулин те, тăванран çывăха хуракан кÿршĕ-аршăна хăварса хапха алăкĕ çине пысăк çăра çакма васкамасть-ха. Ывăлĕпе хĕрĕ тăрăшнипе выльăх-чĕрлĕхне те усраççĕ, пахча-çимĕçне те акса-лартса туса илеççĕ. Хальлĕхе аптăрамаççĕ-ха. “Авангард” хаçата та тăтăшах çырăнса илеççĕ.
Çĕнĕ Чĕпкасра паян тайăлнă пурнăçа ура çине тăратма çăмăлах мар. Ĕç курпунĕ тухнă ватăсем пĕр-пĕринпе хавхаланса, пĕр-пĕрне тăванла пулăшнипе пурăнаççĕ. Ялта темиçе çул ĕнтĕ лавкка та, клуб та, ферма та çук. Çапах та кунта пурăнакансем пуçа усниех те сисĕнмест.
Кĕштĕк пек пĕчĕк пулсан та, ялта çуртсене сакăр çул ĕнтĕ газпа хутса ăшăтаççĕ, умранах асфальтлă çул иртсе каять. Çакăншăн, паллах, пурте хĕпĕртеççĕ.
Ял çумĕнчех 24,1 гектар йышăнакан “Чĕпкас кÿлли” пур. Вăл ял тăрăхĕнче ятарласа сыхламалли çут çанталăк территорийĕ шутланать. (Кÿлĕ историйĕ пирки хаçатра уйрăм материал пичетленĕ).
· Юлашки вунă çулта пĕр ача та çуралман. Çак тапхăртах 76 çын ĕмĕрлĕх тĕнчене куçнă. Вăл шутра 2008, 2009 çулсенче вун икшер çын вилнĕ.
· Ялта икĕ килте ĕне, пĕр хуçалăхра вĕлле хурчĕ усраççĕ. Кил-тĕрешре усă курма сакăр пусă чавнă. Çĕр ĕçĕнче пулăшма пĕр трактор, тухса çÿреме пĕр “Ока” çăмăл автомашина пур.
· Тăватă çемьере районта тухса тăракан “Авангард” хаçата илсе тăраççĕ.
· Çулĕпе чи “пуянни” – Минибиен Камалова шутланать. Эпи карчăк 93 çулта пырать.
Альбина ЕГОРОВА.