АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КОМИССИ ЙЫШĂНМА ПУçЛАНĂ

25 июля 2012 г.

Çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленсе çитнĕ пĕлÿ çурчĕсене йышăнакан комиссин кăçал 987 учреждение, çак шутра 493 шкул (17 интернат), 391 ача сачĕ, 56 хушма, 11 пуçламăш тата 31 вăтам професси пĕлĕвĕ паракан заведени, 5 ача çурчĕ пăхса тухма тивет. Пĕлтĕр ку ĕçе ăнăçлă туса ирттернĕ, муниципалитет комиссийĕсем республикăри мĕн пур вĕренÿ учрежденине авăнăн 1-мĕшĕнче алăкĕсене уçма ирĕк панă.

Вĕрентÿ управленийĕн органĕсем пĕлтернĕ тăрăх – çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленсе çитнĕ шкулсене утă уйăхĕн 2-мĕшĕнчен пуçласа çурлан 14-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Хальхи вăхăтра Патăрьел районĕнчи – виçĕ, Шупашкар районĕнчи икĕ шкул ачасене кĕтсе илме хатĕр. Кăçал Йĕпреç районĕнчи Энтриел ачисем çĕнĕ шкулта вĕренме пуçлĕç. Сĕнтĕрвăрринчи 1-мĕш гимназире 320 ача вырнаçмалăх хушма çурт хута ярĕç. Килес çул Вăрмар районĕнчи Аслă Пинерте çĕнĕ шкул уçăлĕ. Хальхи вăхăтра унта строительство ĕçĕсем пыраççĕ. Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулăн 240 ача вырнаçмалăх хушма çуртне туса пĕтернĕ ĕнтĕ.

Çавăн пекех шкулсем çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленнĕ май хальхи йышши компьютерсемпе, лаборатори, спорт оборудованийĕсемпе пуянланĕç. Хуласенчи тата пысăк ялсенчи шкул столовăйĕсене, медицина пулăшăвĕн пÿлĕмĕсене, шкул автобусĕсен паркне çĕнетĕç. Кăçал 78 транспорт (92,8 млн тенкĕлĕх) туяннă, пĕлтĕр – 64. Çавна май икĕ çулта 2002-2003 çулсенче кăларнă автобуссене пĕтĕмпех улăштарма май килнĕ. Ку – техника паркĕн 40 проценчĕ чухлĕ.

2012 çулта вĕренÿ учрежденийĕсене пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерме 31,02 млн тенкĕ (2011 çулта – 27,3 млн тенкĕ) уйăрма палăртнă. Пĕрремĕш çур çулта укçа-тенкĕн çурринчен ытларах пайĕпе усă курнă. Çавăн пекех пĕлÿ çурчĕсенче видеосăнав тытăмĕсене вырнаçтарас тĕлĕшпе ĕçлеççĕ.

«Хыпартан».

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика