АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Куçа тирĕннине курмăш пулаймăн

25 июля 2012 г.

Районти çичĕ кану лагерĕнче пĕрремĕш сменăра виççĕре яхăн ача сывлăхне çирĕплетнĕ. Вĕсенче пуринче те саккунпа ыйтнă условисем пулнă. Тĕрлĕ çулхи вĕренекенсене кунне икĕ хутчен вĕри апат çитереççĕ. Çитĕнекен организмшăн çакă питех те лайăх. Мĕншĕн тесен, тепĕр чухне килте вĕсем пĕр хутчен те сĕтел хушшине лармаççĕ. Кашни ача пуçне республика хыснинчен 65 тенкĕ уйăрнă. Патшалăх çапла алă тăсса пани питĕ кăмăллă.

Анчах та лагерьсенче ĕçленĕ вăхăтрах кăмăла пăсакан тĕслĕхсем те сиксе тухаççĕ-мĕн. Роспотребнадзорăн территори уйрăмĕн начальникĕн çумĕ А. Прохоров пĕлтернĕ тăрăх, Алманчă тата Тутар Сăкăт шкулĕсенчи лагерьсенче санитари йĕркине пăхăнман чылай тĕслĕхе тупса палăртнă. Ун пек чухне, паллах, куçа хупаймăн. Кану тапхăрĕнче мĕн пурĕ 17 административлă протокол çырма тивнĕ, 25500 тенкĕ штраф панă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика