25 июля 2012 г.
Эрне кун пирĕн районта республикăри аграрисен анлă форумĕ иртрĕ. Республикăри агропромышленность комплексĕн мониторинг тата апат-çимĕç рынокĕн лару-тăрăвне оперативлă йĕркелесе тăрас ыйтăвĕсемпе ĕçлекен правительство комиссийĕпе Ял хуçалăх министерствин коллегийĕ вырăна тухса пĕрлехи лару йĕркелерĕ. Унта ял хуçалăх министерствин специалисчĕсем, район администрацийĕсен ял хуçалăх пайĕсен начальникĕсем хутшăнчĕç.
Ларăва килнисем малтан “Батыревский” хупă акционерла пĕрлешĕве çитрĕç. Хуçалăх уй-хир тата выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илессипе районта çеç мар, республикăра та кăтартуллă ĕçлет. Темиçе çул ĕнтĕ вăл Чăваш Республикинчи тата Раççейри 100 лайăх пĕрлешÿ йышĕнче тăрать. 2009 çулта çĕр улми туса илессипе республикăри ял хуçалăх предприятийĕсем хушшинче мала тухнăшăн Президент хушăвĕпе килĕшÿллĕн Диплом тата укçан преми илме тивĕçнĕччĕ. Виçĕм çул уй-хир отрасльне ÿсĕмлĕ аталантарнăшăн 1 степеньлĕ диплома çĕнсе илчĕ. Юлашки 10 çулта кунта тĕш тырăпа нумай çул ÿсекен курăксен вăрлăхĕсене тухăçлă çитĕнтереççĕ.
Кун çул уттипе пыракан пĕрлешÿ чăн-чăнах та кăтартуллă. Çакна форума хутшăннисем хăйсен куçĕпе курса ĕненчĕç. Уй-хирти тулли пучахлă тулă, урпа, сĕлĕ анисем тинĕс евĕр хумханса лараççĕ, пулса çитнĕ май вĕсем пуçĕсене çĕрелле усса çĕр ĕçченне тав тунăн туйăнаççĕ. Çĕр улми 300 гектар çитĕнтереççĕ. Йăранĕсем çумсăр, аврисем хулăн та парка. Колорадо нăррисем те курăнмаççĕ. Вăрлăха лартиччен кирлĕ препаратпа пĕрĕхтереççĕ иккен. “Иккĕмĕш çăкăр” тухăçĕпе савăнтарасси куç умĕнчех. Çакăн çинчен хăнасене пĕрлешĕвĕн тĕп агрономĕ Г. Лялина каласа пачĕ.
Кăçалхи тухăçа кĕртме йĕтем хатĕр. Тырă тасатмалли, сортировка тумалли агрегатсем юсавлă, складсене тасатса дезинфекциленĕ. Икĕ çĕр улми хранилищи пур. Кашнийĕшне виçшер пин тонна кĕрет. Виççĕмĕшне те тума пуçăннă. Çĕнĕ тухăç кĕриччен ĕçе вĕçлеме палăртаççĕ.
Пĕрлешÿре çулран-çул çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртеççĕ. Машинăпа трактор паркĕнчи ку чухнехи техникăпа тĕлĕнмелĕх пур. Тĕш тырă, çĕр улми пухса кĕртекен комбайнсем, тракторсем, кăкарса ĕçлемелли хатĕрсем тирпейлĕн лараççĕ. Механизаторсем ĕç укçишĕн кăмăллă. Кунта малта пыракансене хавхалантарасси, ĕçченсене вĕри апат çитересси йăлана кĕнĕ.
Çак кунсенче хуçалăх инвестици проекчĕпе çĕнĕ ХТЗ 17221 трактор илнĕ. Унăн уççине ял хуçалăх министрĕ С. Павлов П. Гаврилов механизатора пачĕ. Ĕçтешĕсем те кăмăллă пулчĕç çакăнпа. Петр Анисимович хуçалăх ра 7 çул ĕçлет, тăрăшулăхпа палăрать.
Мероприятин тĕп пайĕ районти культура çуртĕнче иртрĕ. Ларăва ял хуçалăх министрĕ С. Павлов уçрĕ. Унта республикăри агропромышленность комплексĕн кăçалхи çур çулхи ĕçне тишкерчĕç. Выльăх апачĕ янтăлас, кĕрхи культурăсем акма çĕр хатĕрлес, вырмана пуçăнас ыйтусемпе министр çумĕ Э. Александров паллаштарчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов вырма ĕçĕсене вырăнта мĕнле хатĕрленни çинче чарăнса тăчĕ. Уй-хирсенчен пирĕн 17626 гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем , 2142 гектар çĕр улми, 9868 гектар выльăх апачлĕх культурăсем, 54 гектар пахча-çимĕç, 146 гектар сухан-севок пуçтарса кĕртмелле. 12 пин ытла гектар тĕш-тырра, 1800 гектар çĕр улмине гербицид сапнă. 2746 гектар пропашной культурăсен йăранĕсене çемçетнĕ.
Вырма пуçланчĕ ĕнтĕ. “Исток” хуçалăхра 40 гектар пăрçа çулнă, вăтăрĕшне пухса çапнă. Тухăçĕ акă 18 центнер ытларах.
Выльăх апачĕ хатĕрлесси малалла пырать: 2661 тонна (68 процент) утă, 8 пин тонна ытла сенаж (67,5 процент), 1100 тонна силос (12 процент) хунă.
Вырмана 83 комбайн, 318 трактор, 127 груз турттаракан автомашина, çĕр улми кăларакан 11 комбайнпа 42 копалка, 36 пресс-подборщик хутшăнмалла. Техникăн 85–90 проценчĕ ĕçе хатĕр. Халĕ юлашки юсав ĕçĕсене пурнăçлаççĕ.
Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх 2012 çулта республикăра 544,5 пин гектар çинче ял хуçалăх культурисем акнă тата лартнă, пĕлтĕрхинчен 32,8 пин гектар сахалрах. Сăлтавĕ – çумăрсене пула 2011 çулта кĕрхисене 65,3: çеç акнинче. Пуринчен те нумайрах Çĕмĕрле ра-йонĕ лаптăка пĕчĕклетнĕ – 36,5:.
Аш-какай (104:), сĕт (100,5:), çăмарта (103,6:) туса илесси ÿснĕ пулин те выльăх йышĕ, кайăк-кĕшĕкпе сурăх-качакасăр пуçне, чакнă: ĕнесен хисепĕ пĕлтĕрхин – 98,6:, сыснасен 97,7:.
Выльăх-чĕрлĕх отрасльне тупăшлă аталантарасси паха та ытлă-çитлĕ апат хатĕрленинчен килет. Çĕртмен 19-мĕшĕ тĕлне республикăри ял хуçалăх организацийĕсемпе фермерсем 75,1 пин тонна утă (102,2:), 147,1 пин тонна сенаж (64,9:), 34,8 пин тонна силос (20:) хатĕрленĕ. Çак ĕç малалла пырать.
Кăçал 100 пин гектар çинче кĕрхисем акмалла. Хальлĕхе 47,1 пин гектар çеç çĕр хатĕр.
– Вăрлăх та çителĕксĕр. Кирлин 29 проценчĕ çеç. Етĕрнепе Шупашкар районĕсем ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Вĕсен пĕлтĕртен юлнă тырă 80 тата 75: вăрлăхлăх пур. Йĕпреçсен – 8, Куславккасен – 9, Пăрачкавсен 10: кăна. Чылай çĕрте кăçалхи тухăçа акаççĕ. Вăл юрăхсăр, шăтса тухмалăх хăват хатĕрлеймен, йăлтах пулса çитеймен. Çавăнпа туянма тивет, – терĕ «Россельхозцентр» ФГБУн Чăваш Енри филиалĕн ертÿçи Николай Якимов.
Мĕн çитĕнтернине тирпейлĕн пухса кĕртесси ял хуçалăх ĕçченĕсен тăрăшулăхĕнчен килет. Халиччен юлхавланакан марччĕ-ха вĕсем. Чĕпсене кĕркунне шутлаççĕ тенĕ евĕр, вырма пăттине савăк кăмăлпа çимелле пултăрах.
Лару çавăн пекех агропромышленность комплексĕнче тăрăшса ĕçлекенсене патшалăх наградисене парас ыйтăва та пăхса тухрĕ.
А. АСТРАХАНЦЕВА,
В. ГРИГОРЬЕВ.