АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республикăна – хушма пулăшу

25 июля 2012 г.

Чăваш Республикин пиллĕкмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн черетлĕ улттăмĕш сессийĕнче депутатсем кун йĕркине кĕртнĕ 19 ыйтăва сÿтсе явнă. Вĕсенчен чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри – Чăваш Республикин “Чăваш Республикин 2012 çулхи тата планпа пăхнă 2013, 2014 çулсенчи республика бюджечĕ çинчен” саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен” саккун проекчĕ.

Асăннă саккун проекчĕпе килĕшÿллĕн республика бюджечĕн расхучĕсем 2911 млн тенкĕ ÿсмелле. Экономикăн пĕлтерĕшлĕ секторĕсенчен пĕрне – ял хуçалăхне – хушма пулăшу (475 млн тенкĕлĕх) пама палăртнă. 2012 çулта патшалăх агропромышленность комплексне кĕрекен пулăшу мелĕсем татах та анлăланнă. Çав-на май кăçал тин çеç ĕçе пуçăннă фермерсене грант уйăрĕç (çак тĕллев валли 54,2 млн тенкĕ пăхса хăварнă), хресчен (фермер) хуçалăхсен ертÿçисене выльăх-чĕрлĕх фермисене аталантарнă май тÿснĕ тăкаксен пĕр пайне саплаштарĕç (28,9 млн тенкĕ), регионăн экономикăшăн пĕлтерĕшлĕ программисене пурнăçа кĕртмешкĕн тĕрев парĕç (345,2 млн тенкĕ). Чăваш Ен пуçлăхĕн 2012 çулхи утă уйăхĕн 9-мĕшĕнчи 81-мĕш Указĕпе килĕшÿллĕн сĕт туса илес тата ăна вырнаçтарас енĕпе ĕçлекен ял хуçалăх организацийĕсене, çавăн пекех хушма хуçалăх тытакан граждансене хаксем чакса кайнă вăхăтра тăкаксен пĕр пайне саплаштармашкăн 69,7 млн тенкĕ укçа уйăрма йышăннă. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантармашкăн та хушма “кĕмĕл” пулĕ.

Сессире çавăн пекех республикăн социаллă пурнăçĕпе экономикишĕн пĕлтерĕшлĕ ытти саккун проекчĕсене те пăхса тухнă.

“Хыпар”.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика