АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕнчери чи вăрăм чукун çул

25 июля 2012 г.

1900 çулта Парижра Пĕтĕм тĕнчери выставкăра Европа Раççейре, Çĕпĕрте чукун çул магистралĕ туни пирки пуçласа пĕлнĕ. Çак техника сооруженийĕ вăл тапхăрта тĕнчери чи вăрăм чукун çул пулнă. Раççей строителĕсем ăна чăтлăхлă тайга, Байкал леш енчи çÿллĕ сăрт-туллă вырăнсем витĕр хывнă. Çав вăхăтрах тĕнчери строительство ĕç-хĕлĕнче ку чăн-чăн рекорд пулнă – Аслă Çĕпĕр магистральне 15 çул хушшинче туса пĕтернĕ. Çакнашкал хăвăртлăха истори халиччен пĕлмен. Ку чукун çул Раççейри чи аякри районсене те çĕр-шывăн экономика пурнăçĕн юхăмне кĕртме май панă. Паллах, магистраль Раççее пĕтĕм тĕнче умĕнче чап кÿнĕ, вăл çар-оборона тĕлĕшĕнчен те пĕлтерĕшлĕ пулнă.

Сакăр пин километра тăсăлакан чукун çула 1891 çулхи май уйăхĕнче тума пуçланă, 1916 çулхи январьте вĕçленĕ. “Франс” хаçат çапла çырнă: “Америкăна уçнă хыççăн тата Суэцк каналне тунăранпа историре Аслă Çĕпĕр магистралĕ пек пĕлтерĕшлĕ событи урăх пулман”. Ку вăл чăн-чăн паттăрлăх пулнă. Шурлăхлă вырăнсем, сăрт-тусем, Çĕпĕр вăрманĕсемпе юхан шывсем урлă хывнă чукун çула, тĕпрен илсен киркка-кĕреçепе тунă. Ют патшалăхран илсе килнĕ экскаваторсем сахал пулнă. Халăхăн çирĕплĕхĕнчен чăннипех те тĕлĕнмелли кăна юлать.

Чукун çул тăвас ĕç хăвăртлăхĕ питĕ пысăк пулнă: çулталăкра – 740 километр. Çак цифра – хальхи техника аталанăвĕллĕ строительствăшăн та лайăх результат. Маньчжури урлă чукун çул хывса, маршрутри пĕтĕм кĕперсене, туннельсене туса 1905 çулхи октябрьте магистрале хута янă. Çавăнпа та трансконтинентальлĕ чукун çула 15 çула яхăн тунă тесе шутлама пулать.

Транссиб магистралĕн пассажирсем турттаракан çулĕ 9 пин те 288 километрпа танлашать. Çак кăтартупа вăл тĕнчери чи вăрăмми шутланать. Мускаври Ярославски вокзалне магистралĕн пуçламăшĕ тесе шутлаççĕ. Магистраль Владивостокри вокзал таран тăсăлать.

(“100 великих событий XX века” кĕнекерен).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика