25 июля 2012 г.
Çак ятпа Раççейри шалти ĕçсен министерстви июлĕн 18-27-мĕ-шĕсенче оперативлă тактика вĕренĕвĕсем ирттерет. Вĕсене ШĔМĕн “Батыревский” пайĕн сотрудникĕсем те активлă хутшăнаççĕ. Оперативлă тактика вĕренĕвĕсем планпа килĕшÿллĕн пы-раççĕ.
Полици пайĕн сотрудникĕсем те халĕ вăйлатнă ĕç режимĕ çине куçнă. Кашнийĕ хăй умне лартнă задачăна пысăк яваплăхпа пурнăçлама тăрăшать. 2013 çулта кÿршĕллĕ Тутарстанри Универсиада тапхăрĕнче спорт вăййисене лăпкă лару-тăрура ирттерес, террористсен ушкăнĕсем килес пулсан, вăсен çулне вăхăтра пÿлес тĕллевпе йĕркелеççĕ ку учение.
Районти граждансене пур çĕрте те тимлĕ пулма сĕнеççĕ. Лавккара, пасарта, шкулта, кафере, администраци çуртĕнче, ытти вырăнсенче никам пăхса тăман коробка е сумка курсан (провод вĕçĕсене курсан е сехет механизмĕ чанклаттарнине илтсен çывăха ан пырăр) полици уйрăмĕн дежурнăй чаçне 02 телефонпа шăнкăравлама ыйтаççĕ. МЧС службин дежурнăйне сотовăй телефонпа 112 номерпе пĕлтерме пулать.
Вăл е ку вырăна палламан тата шанчăксăр курăнакан çын хутаç хунине курсан, унăн сăн-питне лайăхрах ас туса юлма, автомашинин номерне блокнота çырса хума, çийĕнчех полицие шăнкăравлама сĕнеççĕ.
(Хамăр корр.)