АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçчен çынран ĕç хăрать

25 июля 2012 г.

Туçари вăтам шкулта алла аттестат илнĕ чухне Лидăн ĕмĕчĕ пачах урăхлаччĕ – Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетне çул тытасшăнччĕ. Пурнăç çул-йĕрĕ вара урăх еннелле кайрĕ.

– Унччен колхозран автозавода ĕçлеме яратчĕç. Тус-тантăшсем хыççăн эпĕ те унта кайрăм. Кĕркунне яла таврăнтăмăр. Укçа тутине сиснĕскер-ши, ĕçех кÿлĕнме шутларăм. Çемьере ман хыççăн тата тăватă ывăлччĕ мар-и, – аса илет иртнине Вăтаел ялĕнче пурăнакан Л. Козлова.

Пĕр вăхăт лавккара ĕçленĕ хыççăн хĕр Патăрьелĕнчи професси училищинче ветеринара вĕренме пуçăннă. Ĕçлĕ практика вăхăтĕнче ялти фермăна çÿренĕ. Экзамен тытнă хыççăн кунтах ĕçе кÿ-лĕннĕ.

Ферми-фермипе вы-льăхчĕ ун чухне хуçалăхра. Киле пĕр таврăнмасăр ĕçлесен те вĕçлес çук. Амăшĕнчен уйăрнă пăрусем урăх апата хăнăхиччен чирлеме пăхаççĕ. Сыснасене çăвăрлаттарнă чухне те тимлĕх кирлĕ.

Лидия Александровна çемьеллĕ пурнăçра та çак ĕçех утнă.

– Хальхи вăхăтра çĕр варринче ялăн пĕр хĕр-ринчен тепĕр вĕçĕнчи фермăна утма шикленнĕ пулăттăм. Ун чухне вара комсомолла хастарлăх пулнă-тăр. Йывăр пăрланă ĕнесем, хыçне пăрахайман сыснасем патне миçе кайман-ши; – аса илет ветеринари ĕçченĕ. – Фермăри 90 килограмран иртнĕ вăкăрсене Тутар Тимешĕнчи комплекса çуран хăваласа леçеттĕмĕр. Курнавăш чиккине çитичченех тара ÿксе çамрăк выльăх хыççăн чупни сахал пулнă-им;

Вăхăт малаллах шунă. Çемьере йыш хушăнса пынă. Аля, Марина çу-ралнă. Ашшĕне юлташ ывăла та алла илнĕ. Унтан çут тĕнчене Ирина килнĕ. Халĕ пурте тăван килтен вĕçсе тухса кайнă ĕнтĕ.

Колхоз ахрат çырмине чăмсан Лидия Александровнан та ĕç вырăнне улăштарма тивнĕ. 2004 çултанпа вăл Патăрьелĕнчи выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцин Туçари ветеринари участокĕнче вăй хурать.

Унăн 1213 ĕнене пăхса тăмалла. Вăхăтра туберкулезран, Çĕпĕр язвинчен прививкăсем тумалла, юнĕсене тĕрĕслемелле, пукраран сĕрмелле, лĕпĕрен эмел памалла тата ытти те. Юлашки вăхăтра Лидия Александровна ĕнесене чуптарассине те хăй çинех илнĕ.

Тĕп ĕçĕ тÿлевлĕ-ха Лидия Александровнан. Анчах халăх патне утассине чун ыйтнипе пурнăçлать. Ĕнесен ăрачĕсем лайăхланнăçем лайăхланса пыраççĕ. Килти хуçалăхра сахал сĕт антараканнине тытмаççĕ. Пăрланă чухне вара йывăрлăх сиксе тухатех.

– Çук теме хăнăхман эпĕ. Çакăнта хуняман та тÿпи пур. 31 çул пĕр сăмахра пурăнтăмăр. Йывăрлăхсене пĕрле чăтса ирттернĕ. Вăл та ĕçрен пĕр кун та юлман, – тет Лидия.

Козловсен паянхи пурнăçне хурлама кирлĕ мар. Килĕнче йышлă выльăх тытаççĕ. Ĕне, пăру пур. Ачисем ÿснĕ чухне сысна ами таранччен çăвăрлаттарнă. Çĕрпе те пĕлсе усă кураççĕ: кăçал та 12 килограмм севок вăрлăхĕ акнă.

– Мана “Професси тĕлĕшпе чи лайăх ветеринари ĕçченĕ” ята парса чысланинче пĕр хамăн çитĕнĕве çеç туймастăп. Коллектив хисепĕ, ĕçĕ, тăрăшулăхĕ пысăк кунта,– тет Лидия Александровна кăкăр урлă çакакан хăйăвне типтерлĕн хуçлатса.

А. АСТРАХАНЦЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика