АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çине-çинех пушар çĕклет пысăк шăв-шав

28 июля 2012 г.

УТĂ уйăхĕ районти пушар чаçĕн ĕçченĕсемшĕн канлĕ иртмест. Ку таранччен вĕсен районта тăватă хутчен те “хĕрлĕ автанпа” куçа-куçăн кĕрешме тивнĕ. Июлĕн 10-мĕшĕнче Шăхачри Узюкинсен хуралтисенчен тухнă вут-çулăма чылай вăхăт парăнтарма тивнĕ. Тимĕр мăръерен хыпса илнĕ типĕ утă хăй çине шăрпăк пĕрчи пăрахнă евĕр шатăртатса тăнă. Вăрăм алăллă çулăм кÿршисене те сиенленĕ. Икĕ хуçалăхăн хуралтисем те туххăмрах юрăхсăра тухнă.

Тепĕр кунхине вара çур çĕр итсен Красномайскинче шăв-шав çĕкленнĕ. Çутă пăралукĕнчен амаланнă вут К.Сироткина хуçалăхне ярса илнĕ. Татмăшра пурăнакан В.Портнов вара вут-çулăмра вилмеллех сиенленнĕ. Çакскер хăйне валли апат пĕçерме лартнă. Хăй вара вут çинчен мансах кайнă... Çак уйăхра юлашкинчен Анат Туçара парăнтарнă инкекĕн сăлтавĕ те чылай чухнехиллех – электричествăран.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика