АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инкек тÿснисене – пулăшу

28 июля 2012 г.

Кубань тăрăхĕнче инкек тÿснисене гуманитари пулăшăвĕ памашкăн пирĕн республикăран Краснодар крайĕн МЧСĕ ячĕпе 100 яхăн посылка ăсатнă. Чăваш Енре пурăнакансем инкеке лекнисен хуйхи-суйхине чунпа туйса Краснодар крайĕнчи çынсене пулăшма шухăшланă. Унта шыв илнине пĕлсенех Шупашкар хулинчи хĕрарăмсен канашĕ япала пухассине йĕркелесси çинчен пĕлтернĕ. Предприяти-организаци, уйрăм çынсем хăйсен тÿпине хывнă – гигиена хатĕрĕ, вырăн таврашĕ, тум-тир, атă-пушмак, ача-пăча япали, чылай вăхăт упранакан апат-çимĕç туянса Калинин районĕнчи пултарулăх центрне пырса панă.

Гуманитари пулăшăвне вырăна тÿлевсĕр тата васкавлăн çитермешкĕн “Раççей почтин” республикăри филиалĕ – федераци почта çыхăнăвĕн управленийĕ гофротара тата çынсем уйăрнă.

840 килограмм таякан посылкăсене тиенĕ пысăк автомашина утă уйăхĕн 24-мĕшĕнче каç пулттипе Мускава çул тытнă, гуманитари пулăшăвĕ Краснодар крайне çурла уйăхĕн малтанхи кунĕсенче çитмелле.

Сăмах май, почтăра вăй хуракансем инкек тÿснĕ ĕçтешĕсем валли 150 пин тенкĕ куçарнă.

Ыр кăмăллăх ĕçĕ вĕçленмен-ха, почта çыхăнăвĕн мĕн пур уйрăмĕнче гуманитари пулăшăвне йышăнаççĕ. Инкеке лекнисем валли яракан посылкăсемпе укçа куçарăвĕсемшĕн (çав шутра посылкăна чĕркесе çыхнăшăн та) тариф тăрăх тулеттермеççĕ.

В. ИЛЬИНА,

“Хыпар”.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика