АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Делегаци йышĕнче – Патăрьелсем тăваттăн

28 июля 2012 г.

“Алтай крайĕнчи муниципалитет пĕрлĕхĕсен канашĕ” Ассоциацийĕн йыхравĕпе тата “Раççей Федерацийĕнче вырăнти хăйтытăмлăха йĕркелесси çинчен калакан” саккуна пурнăçа кĕртсе пĕр-пĕрин ырă опычĕпе паллашас тĕллевпе июлĕн 21-22-мĕшĕсенче республика делегацийĕ (мĕн пурĕ 36 çын) пулнă.

Ун йышĕнче пирĕн районтан тăватă ял тăрăх пуçлăхĕ – Людмила Юркина (Ишлĕ), Александр Сымов (Турхан), Константин Михеев (Тăрăн), Георгий Фомин (Алманчă) – пулнă. Делегацие республикăри муниципалитет пĕрлĕхĕ-сен Канашĕн председателĕн çумĕ Александр Сироткин, Канашăн ĕç тăвакан директорĕ Станислав Николаев ертсе пынă.

Вырăнти йăла-йĕркепе вĕсене хăйсен чиккинче Ассоциацин ĕç тăвакан директорĕ Владимир Никулин, Тальминский район администрацийĕн пуçлăхĕ Игорь Жарков ăшă кăмăлпа кĕтсе илнĕ, сцена ăстисем юрă-ташăпа савăнтарнă.

Ĕçлĕ тĕл пулу вăхăтĕнче Алтай крайĕн тата Чăваш Республикин муниципалитет пĕрлĕхĕсен Ассоциацийĕсем пĕрле ĕçлес пирки килĕшсе татăлнă. Чăваш çĕр-шывĕнчен кайнă делегаци тĕрлĕ шайри пысăк çынсемпе тĕл пулнă, ĕç опычĕпе паллашнă.

“Алтай крайĕнчи Шукшин кунĕсем” фестивальте, Стростки ялĕнчи Пĕтĕм Раççейри музей-заповедникра пулни, Пикет тăвĕ çинче художествăпа публицистика программине пăхни нумайлăха асра юлĕ. Фестивале Алтай крайĕн кĕпĕрнаттăрĕ Александр Карлин, Раççейри паллă артистсемпе пултарулăх ĕçченĕсем хутшăннă.

А. НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика