28 июля 2012 г.
“Батыревское молоко” продукци тирпейлекен кооператив халăхран сĕт пухассипе ăнăçлă ĕçлет. Куллен ăна хатĕрлевçĕсем 40 тонна яхăн илсе килеççĕ. Кÿршĕллĕ Елчĕк, Комсомольски, Шăмăршă районĕсенчен, Тутарстан республикинчен кĕрекеннин те пахалăхĕ аван. 19 хатĕрлевçĕрен нумай çул ĕçлекеннисем тата тăрăшуллăраххисем Шăнкăртамри Г. Хайбуллова, Çĕнĕ Ахпÿртри Н. Алексеева, Первомайски енчи З. Степанов шутланаççĕ.
Кооператив пĕр тикĕс ĕçлени ял çыннишĕн кăмăллах. Сĕт сутса хуçалăха куллен хушма тупăш кĕртме пулать-çке.
А. ИЛЬИНА.