АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял тăрăхĕсенчен пĕлтереççĕ

28 июля 2012 г.

Первомайск. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн çак кунсенче ял тăрăхĕнчи иккĕмĕш çын çĕр-шыв Пуçлăхĕнчен юбилей саламĕ йышăннă. Хальхинче çак чыса Пăлаçи Атăкĕнче пурăнакан М. Пешкова тивĕçнĕ. 90 çулхи салтак арăмне юбилей ячĕпе саламлама райадминистраци пуçлăхĕн çумĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыракан В. Осипов, социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ Н. Никитина çитнĕ, малашнехи пурнăçра канлĕ ватлăх суннă.

Мария Александровна сакăр ача амăшĕ, ĕçлĕ пурнăçа вăл колхозра тăрăшса ирттернĕ.

Аслă Чемен. Хальхи вăхăтра çул çинче чупакан мопедсен, скутерсен шучĕ ÿснĕçемĕн ÿссех пырать. Чылайăшĕ вĕсенчен çул-йĕр правилисене пăхăнмаççĕ. Инкек-синкекрен асăрханас тĕллевпе ял администрацийĕн залĕнче мототехникăпа çÿреме юратакансемпе ятарлă калаçу ирттернĕ. Ял тăрăх пуçлăхĕ Г. Медведев, вăтам шкул директорĕн çумĕ Н. Зотова, культура çурчĕн директорĕ А. Сюзюкина тата Л. Ежова библиотекарь çул çитмен ачасене кирлĕ сĕнÿсем панă, йĕркене пăхăнни çеç çын сывлăхне сыхласа хăвармалли шанчăк пулнине палăртнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика