АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Преступник çулĕ тумхахлă

28 июля 2012 г.

РФ следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн Патăрьелĕнче вырнаçнă районсем хушшинчи следстви пайĕ кăçалхи çур çулта преступлени туни çинчен калакан 403 хыпара шута илнĕ. Вĕсенчен 172-шĕ – Патăрьел район территоринче пулнăскерсем. Нумай пулмасть кăнтăр районĕсенчи калем ăстисемпе йĕркеленĕ куçа-куçăн калаçура хăш-пĕр хура ĕçсем пирки уйрăммăн чарăнса тăтăмăр.

Хамăрăн ĕçре эпир час-часах çул çитмен ачасем хура ĕçпе явăçнине тĕл пулатпăр. Çакă вара тата ытларах пăшăрхантарать. Пирĕн малашне те сывă та тĕреклĕ общество пултăр тесен, çитĕнекен ăру кирлĕ пек воспитани илни пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа та ку тĕлĕшпе кирлĕ органсен профилактика ĕçне те вăйлатмалла. Никĕс çирĕп пулмасан, çурт та çурăлать çке... Асăннă тапхăрта та следовательсен аллинче çичĕ уголовлă ĕç пулнă.

Юлашки вăхăтра хăй пайтишĕн тăвакан, укçашăн сутăннă преступленисем пирки çивĕч калаçаççĕ. Çак ыйту республикăра та, Раççейĕпе те пĕлтерĕшлĕ. Массăллă информаци хатĕрĕсенче те вăл тĕп темăсенчен пĕри темелле. Кун пирки тахçанах çынсем илтмелле чан çапатпăр пулин те, коррупципе çыхăннă преступленисем тупăнсах тăраççĕ. Ултă уйăхра пирĕн следстви пайĕ çакнашкал ыйтупа 31 ĕç пăхса тухнă. Вĕсемпе çичĕ уголовлă ĕç пуçарнă, тăваттăшне вара суда ярса панă.

Усал ĕç тума шухăш тытнă çыннăн пурнăçĕ нихăçан та малалла аталанаймĕ. Вăхăтлăх киленÿшĕн е ямăтă пурлăхшăн вăл ĕмĕрлĕхех хăйĕн ятне çеç мар,тăван-пĕтенĕсенне те вараласа хурать. Кайран вара чавси те çывăх–çыртма çук. Акă, сăмахран, кăçалхи февральте Çĕнĕ Ахпÿртре С. Семенов ăспа-тăнпа тунă питĕ йывăр преступлени пирки нумай ĕçлеме, тĕпчеме тиврĕ. Ÿсĕрскер, вăл ватă хĕрарăм патне кĕнĕ, кинемейрен шыв ыйтнă. Лешĕ вара пĕр ассăрах ăна ĕçтернĕ те тухма ыйтнă. Çакă килĕшмен курăнать пуçтаха. Нумай шухăшласа тăман арçын, диван çинче выртакан минтере тытнă та хĕрарăма пусарса вĕлернĕ. Унпа çеç те лăпланман-ха хăрушă преступник: куç тĕлне пулнă телефонне те вăрласа тухса кайнă. Çакă чăнах та питĕ йывăр преступлени шутланать.

Пирĕн пата кĕрекен ĕçсене пĕтĕмлетсен çакă курăнать: ытларах пайĕ ют çĕре кĕрсе пурлăха вăрлассипе çыхăннă.

Р. ШАЙХАЛОВ,

следстви пайĕн пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика