28 июля 2012 г.
“Единая Россия” политика партийĕн Патăрьел районĕнчи уйрăмĕн отчетпа суйлав конференцийĕ утă уйăхĕн 24-мĕшĕнче Патăрьел райповĕн залĕнче иртрĕ. Конференци ĕçне партин регионти уйрăмĕн секретарĕ Н. Малов, ĕçтăвком ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçласа пыраканĕ А. Гурьев, тĕрĕслевпе ревизи комиссийĕн председателĕ О. Зайцева, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ П. Никифоров хутшăнчĕç.
Партин Патăрьел уйрăмĕн секретарĕ Н. Глухов хăйĕн докладĕнче çулталăк хушшинче пулса иртнĕ паллă пулăмсен – Патшалăх Думипе Патшалăх Канашĕн тата Раççей Президенчĕн суйлавĕсен пĕлтерĕшне хакларĕ, районти ял хуçалăхĕ, вĕренÿ, сывлăх сыхлавĕ, строительствăпа ЖКХ тата ытти отрасльсем епле аталаннине тĕплĕн тишкерчĕ.
Хăйĕн сăмахĕнче Н. Ма-лов партин Патăрьел уйрăмĕн ĕçне пысăка хурса хакларĕ, уйрăм активистсене Тав çырăвĕсемпе чысларĕ, çĕнĕ членсене парти билечĕсем пачĕ.
Конференци делегачĕсем альтернативлă майпа вăрттăн сасăласа тепĕр пилĕк çула “Единая Россия” партин вырăнти уйрăмĕн секретарĕ пулма Н. Глухова суйларĕç. Çавăн пекех пухăннисем политсовет, тĕрĕслевпе ревизи комиссийĕн членĕсене тата партин регионти конференцине хутшăнакан делегачĕсене палăртрĕç.
(Хамăр корр.).