АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район депутачĕсен черетлĕ ларăвĕ

01 августа 2012 г.

Иртнĕ эрне кун район депутачĕсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Унăн ĕçне район пуçлăхĕ – депутатсен Пухăвĕн председателĕ Михаил Петров, район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Глухов, ял поселени пуçлăхĕсем, райадминстрацин структура подразделенийĕн, организаци, предприяти, учреждени ертÿçисем хутшăннă. Ларăва М. Петров ертсе пынă.

Депутатсем чăн малтанах “Патăрьел районĕн 2012 тата планпа пăхнă 2013, 2014 бюджечĕ çинчен” депутатсен Пухăвĕн йышăнăвне улшăнусем кĕртесси çинчен” йышăну проектне пăхса тухнă. Ку ыйтупа райадминистрацин финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова тухса калаçнă.

Халăх суйланнă çынсем районăн контрольпе шутлав органĕн положенийĕпе структурине çирĕплетнĕ, çавăн пекех район депутачĕсен Пухăвĕн хăш-пĕр йышăнăвĕсене улшăнусем кĕртнĕ.

Ларура районта спирт йышши шĕвексене сутмалли йĕркене пăхăнас, алкоголизма хирĕçле профилактика ĕçĕсене вăйлатас ыйтусене те çĕкленĕ.

(Хамăр корр).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика