01 августа 2012 г.
Çурлан 1-мĕшĕнчен пуçласа 31-мĕшĕччен районта “Трактор” профилактикăлла операци-уйăхлăх пырать. Çак тапхăрта уйрăм çынсен, ял хуçалăх предприятийĕсен, фермер хуçалăхĕсен тата ытти организацисен тракторĕсене тĕрĕслеççĕ, юсавсăр, техника хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсене тивĕçтермен “хурçă утсене” тупса ĕçре усă курассинчен хăтараççĕ. Мероприятие йĕркелесе ирттерсе яма ятарлă комисси тунă. Унта “Гостехнадзор” инспекцийĕн районти аслă инспекторĕ И. Васильев, çул-йĕр инспекторĕсем, социаллă хÿтлĕх тата райадминистрацин ял хуçалăх, экологи, экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн специалисчĕсем кĕреççĕ.
Операци-уйăхлăх вăхăтĕнче комисси членĕсем ял тăрăхĕсене тухса çÿреççĕ. Тракторсемпе прицепсене, хăй тĕллĕн çÿрекен ытти машинăсене тĕрĕслеççĕ. Вĕсем техникăна патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр кăларнине, “хурçă ута” çÿретме ирĕк паракан документ пуррине пăхĕç, кивелнисене регистрацинчен кăларассине тимлĕх уйăрĕç. Çавăн пекех ял тăрăхĕсен администрацийĕсене кĕрсе тракторсемпе кăкарса çÿремелли хатĕрсене шута илесси мĕнлерех пынипе кăсăкланĕç.
Çывăх кунсенчех комисси членĕсем Кзыл Чишма, Сăкăт, Шăнкăртам, Пикшик, Турхан, Пăлапуç Пашьел ял тăрăхĕсенче пулĕç, ыттисене те палăртнă графикпа çитĕç.
А. ИВАНОВА.