01 августа 2012 г.
РАЙОНТА çурхи призыв тапхăрĕ ăнăçлă иртрĕ. Ят тухнă каччăсем пурте салтак тумне тăхăнчĕç. Хальхинче Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен 115 çамрăка тăван çĕр-шыва хÿтĕлеме кайма пил панă. Малашне вĕсен служба срокне кĕскетес тĕллевпе тăванĕсемпе чун варлисен хавхалантарса çыру çырмалли çеç юлать.
Шел пулин те, хăйсен таса тивĕçĕнчен пăркаланса çÿрекенсем те пайтах. Районти çар комиссариатĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, 89 çамрăк хăйсен йĕрне çухатас тĕллевпе унталла та кунталла тарса çÿреççĕ. Районсем хушшинчи следстви комитетне çак сăлтавпа саккунлă майпа айăплама ултă ĕç тăратнă. Вĕсенчен тăваттăшĕн суд сакки çине ларма та тивнĕ.