АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Упамса каччи яла ырă хыпар янă

01 августа 2012 г.

Ватăсем усал хыпар утпа çÿрет теççĕ. Тепĕр чухне унпа çеç килĕшес килмест. Ырри те çилçунат хăвăртлăхĕпех вĕçет. Çак кунсенче, акă, Упамсасем Трофимовсен савăнăçне пĕрле пайланă. Ун пек чухне вăл тата пысăкланать-çке! Сăлтавĕ вара ывăлĕпе, Мускаври çар чаçĕнче службăра тăракан Артемпа çыхăннă. Институтра пилĕк çул вĕренсе инженер специальноçне алла илнĕ каччă иртнĕ çулхи раштав уйăхĕнче ашшĕпе амăшĕнчен тăван çĕр-шыва чыслăн та хисеплĕн сыхлама пил илнĕ. Çичĕ уйăхра вăл салтак пăттин тутине те, унăн тарлă аттин шăршне те хăнăхрĕ-тĕр. Ку таранччен вăл хăйĕн тивĕçне чăнласах та тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă. Çакна вара ăна чун панă çынсем патне тав çырăвĕ çеç мар, пысăк наградăна ярса пани тепĕр хут çирĕплетрĕ. Артем Германовича служба ĕçĕнче паттăрла ĕç тунăшăн “За отличие в службе” паллăпа наградăланă. Герман Николаевичпа Светлана Николаевнăн хăйсен ывăлĕшĕн хĕпĕртемелĕх пур.

А.ЕГОРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика