01 августа 2012 г.
Хырăм пăрахас енĕпе Раççей тĕнчере пĕрре-мĕш вырăн йышăнать. Çулсеренех пирĕн çĕр-шывра 1,3 миллиона яхăн хĕрарăм аборт тăвать. 40 çула çитмен хĕрарăмсен 2 проценчĕ çеç хырăм пăрахса курман. Статистика кăтартăвĕсемпе килĕ-шÿллĕн çие юлнă 100 хĕрарăмран 44-шĕ кăна ача çуратать.
Хырăм пăрахни питĕ сиенлĕ пулнине пурте пĕлеççĕ. Тем пек лайăх больницăра опытлă специалистсем операци тусан та çакă ним йĕрсĕр иртет теме çук. Хĕрарăм организмĕ хăйне майлă шок тÿсет. Органсем эмбрион аталанăвне кĕтсе çĕнĕлле ĕçлеме хатĕрленнĕ-çке, анчах ăна хырса кăларнă хыççăн “çухалса” каяççĕ. Нерв, гормон, иммунитет тытăмĕ пăсăлать. Хĕрарăм сăлтавсăрах вĕчĕрхенет, ывăнать, ыйхи те çĕтет, хăшне-пĕрне вара йывăр шухăш-тăйăм пусахласа çитерет. Çапла майпа кирек епле инфекци валли те “алăк” яриех уçăлать. Унсăр пуçне хырăм пăрахнисен юн кайма, амалăхĕ шăтма, шыçма, ача тĕпĕ юлма пултарать. Каярах ача çуратас тесен те çуратайманни, тăтăшах хĕрарăм чирĕсемпе чирлени, уйăх хушши пăсăлни палăрать.
Çие хăварас, ача çуратас тесен мĕн пĕлмелле-ха;
Пĕрремĕшĕнчен, упăшкипе арăмĕн те çие хăвариччен 2-3 уйăх маларах медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухмалла. Акушер-гинеколог пăхни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Сиплемен инфекци амалăха лексе кайран ача кипкипе шывне сиенлеме пултарать, çавна май хырăм ÿкес, вăхăтсăр е чирлĕ ача çуратас хăрушлăх пур. Çие юличчен чирлĕ шăлсене те, вăраха кайнă карланкă парĕн шыççине те, сывă мар пÿрене те сиплемелле. Пулас ашшĕн сывлăхĕ мĕнле пулни те пĕлтерĕшлĕ. Унăн та уролог патĕнче тĕрĕсленмелле.
Иккĕмĕшĕнчен, ырă-сывă пурнăç йĕрки тытса пымалла. Эрех ĕçесрен, табак туртасран пăрăнмалла. Çак сиенлĕ йăласенчен çие хăвариччен сахалтан та 3 уйăх маларах хăпмалла. Ытлашши йывăр ĕçлесрен, шухăш-кăмăла пусарăнтаракан йывăр лару-тăрăва лекесрен сыхланмалла, сиплĕ гимнастика тумалла.
Виççĕмĕшĕнчен, пулас амăшĕн усăллă тĕрлĕ апат çимелле. Çакă арçынна та пырса тивет. Пахча çимĕç-пе, улма-çырлапа, пулăпа, ытти тинĕс çимĕçĕсемпе апатланни те çие хăварма пулăшать. Çуллă апат, пылак тата консервланă çимĕç пирки вара çакна калаймăн. Хăвăртрах çие хăварас, варти ача чирлĕ ан çуралтăр тесен рациона фоли кислоти пур çи-мĕçсене кĕртмелле. Ку вăл апельсин, чăх е ĕне пĕверĕ, помидор. Соя çимĕçĕсене вара çимелле мар, мĕншĕн тесен вĕсем ар клеткисем пиçсе çитес ĕçе пăсма пултараççĕ. Çие хăвармалли чи лайăх тапхăр август-октябрь уйăхĕ шутланать. Çу каçипе организм кирлĕ микроэлементсемпе тата витаминсемпе тулать.
Юлашкинчен çакна каласа хăварасшăн. Çие юлнинчен хăвăр тĕллĕн хăпма ан тăрăшăр. Паллах, вăл е ку мелпе, тен, хырăм ÿкерме те май килĕ, анчах мĕн хака кайса ларĕ вăл; Амăшĕ пулнинчен ырри вара тĕнчере урăх нимĕн те çук. Сывлăхлă пулăр, пĕр-пĕрне юратăр, хаклăр, сире тата çывăх çыннăрсене телей сунатăп.
М. КУПРИНА,
акушер-гинеколог.