08 августа 2012 г.
Республикăра прокуратура органĕ пуçланса кайни 90 çул çитрĕ. Унăн районти тытăмĕ, структура единици шутланнă май, сахал йышпах граждансен правине, ирĕклĕхне, интересĕсене хÿтĕлес, вырăнти муниципалитет органĕсем Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин саккунĕсене мĕнле пăхăннине сăнаса тăрас тĕллевпе пысăк ĕç тăвать.
Работниксен опычĕ çителĕклĕ. Çакă мĕн пур ĕçе вăхăтра туса пыма май парать. Сăмахран, кăçалхи çур çулта пирĕн прокуратура вăйĕпе саккуна пăснă 678 тĕслĕхе тупса палăртнă, район судне 308 тавăç тăратнă.
Районта вĕрентÿ, сывлăха сыхлас, агропромышленность комплексĕ, пурăнмалли çурт-йĕр, инфраструктура ыйтăвĕсене вырăнсенче татса парас тĕллевпе приоритетлă наци проекчĕсене пурнăçа мĕнле кĕртсе пынине те сăнасах тăратпăр. Ку тĕлĕшпе тĕрĕслеве çирĕп йĕркеленĕ темелле. Саккуна пăснă тĕслĕхсем çук мар. Кăçалхи çур çулта çеç çакнашкал 14 факта шута илнĕ.
2012 çулхи пĕрремĕш çур çулта тĕрлĕрен организаци, предприяти, учреждени работникĕсене хÿтĕлес тĕлĕшпе район судне 216 заявлени (1 518 пин тенкĕлĕх) тăратнă. Тăхăр ертÿçе вара ĕç саккунлăхне пăснăшăн явап тыттарнă.
Район прокуратурин ытти тивĕçĕсем те нумай. Кирек мĕнле пулсан та пирĕн орган малашне те граждансен саккунлă интересĕсене хÿтĕлессипе тимлĕ.
В. ЯГУДИН,
прокурорăн тивĕçĕсене вăхăтлăха
пурнăçлаканĕ