АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уçлăха пуçласа ушкăнпа тухнăранпа – 50 çул

08 августа 2012 г.

50 çул каялла тĕнче уçлăхне парăнтарнипе историне тепĕр паллă страница çырăнса юлнă: пĕрремĕш хут “Восток–3”, “Восток–4” спутник карапĕсемпе Шуршăлти А. Николаевпа Киев облаçĕнчи Узинăри П. Попович пĕрле вĕçнĕ. 1962 çулхи çурлан 11-мĕшĕнче Байконуртан 11 сехет те 30 минутра Андриян Григорьевич тытса пыракан карап çĕртен уйрăлнă. Кăткăс сăнавсемпе тĕпчевсем тумалла пулнă унăн. Планета тавра çаврăннă май хăйĕн юлташне П. Поповича кĕтнĕ. Павел Романович вара шăпах тепĕр талăкран вĕçеве тухнă. 10 минутран вара Андриян Григорьевичпа тĕл пулнă.

Космонавтсен пĕрлехи вĕçевре космосра вăрах вăхăт пулни çын пурнăçне витĕм кÿнипе кÿменнине, ĕçлес пултарулăхне, тренировка тунине кăтартса памалла пулнă. Тĕллеве ăнăçлă пурнăçлани ученăйсемпе конструкторсене, космонавтсене малашлăхра космос карапĕсем уçлăхра пĕр-пĕринпе сыпăнма май пулнине кăтартĕ. Вĕçевре А. Николаевпа П. Попович хăрушсăрлăх пиçиххийĕсене вĕçертсе креслоран “ирĕклĕ ишеве” çĕкленнĕ. Андриян Григорьевич 4 сеанспа 3,5 сехет, Павел Попович 3 сеанспа 3 сехете яхăн çакнашкал вĕçнĕ. А. Николаев вара йывăрăшсăрлăхра ĕçлеме те, пурăнма та пултарнине çирĕплетсе панă.

Космос карапĕсем пĕр-пĕринпе çывăх пулнă. Космонавтсем радиоçыхăну тытнă. Ю. Гагарин та çыхăнура пулса вĕсене сĕнÿсем парса тăнă.

А. Николаев тытса пыракан “Восток–3” космос карапĕ 95 сехетре çĕр тавра 64 хутчен çаврăнса 26000 километр вĕçнĕ. “Восток–4” вара 71 сехетре планета йĕри-тавра 48 хутчен çаврăннă.

1962 çулхи çĕртмен 15-мĕшĕнче Караганда çывăхнерех “Восток–3” 9 сехет те 55 минутра, “Восток-4” 10 сехет те 1 минутра анса ларнă. Вĕçевре пĕрремĕш хут радиоçыхăну çĕрпе çеç мар, космосра та пулнă. Çакăн хыççăн А. Николаева Совет Союзĕн Геройĕ, СССР летчик-космонавчĕ ятсене панă. Унăн ятне Чăваш Республикин Ĕç Мухтавĕн тата паттăрлăхĕн Хисеп кĕнекине пĕрремĕш кĕртрĕ. “СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ” ят пани те кăмăллă.

А. Николаева пула тĕнче Атăл çинчи ĕçлĕхлĕ, пултаруллă чăвашсем пуррине пĕлчĕ. Андриян Григорьевич 2004 çулхи июлĕн 3-мĕшĕнче вилнĕ. Унăн çутă сăнарĕ яланах пирĕн чĕресенче упранĕ.

А. МОШКИН, ЧР патшалăх

архивĕн специалисчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика