08 августа 2012 г.
Нумай ачаллă çемьесен пурнăç условийĕсене лайăхлатас пирки çирĕплетнĕ Раççей программипе килĕшÿллĕн Аслă Чемен ялĕнчи Андрейпе Валентина Миронскийсене патшалăхран каялла тавăрса памалла мар йĕркепе виçĕ миллиона яхăн укçа уйăрнă. Унпа вĕсене тăватă пÿлĕмлĕ кирпĕч çурт лартса параççĕ. Мĕн пур ĕçе Патăрьелĕнчи “Шыгырданы” пĕрлĕх пурнăçлать. Çурт хуларинчен пĕрре те кая пулмĕ. Унта вĕри тата сивĕ шыв кĕрет, канализаци майлаштарнă, туалет та шалтах. Кĕçех телейлĕ çемьене сумлă лару-тăрура çăра уççине тыттарĕç.
Миронскийсем çичĕ ача çитĕнтереççĕ, улттăшĕ çамрăк-ха: вун улттă тултарман. Кил хуçи ялта кĕтÿ кĕтет, мăшăрĕ хуçалăха тытса пырать.
Н. Ларионов .