08 августа 2012 г.
Çут тĕнчене ывăл çуралсан кирек мĕнле ашшĕ-амăшĕ те салтака юрăхлă пултăр тесе шухăшлать. Шăнкăртамри Мансур Тимергалиевичпа Муслима Гаймолетдиновна Тазетдиновсем те Турăран çавнах ыйтнă. Паян вара вĕсем хăйсен пăхаттирĕсемпе чăнласах та савăнаççĕ. Асли, Алмаз, икĕ шăллĕшĕн те ырă тĕслĕх вырăнĕнче. Шкулта лайăх вĕреннĕ, мĕн çамрăкранах хул-çурăмне тĕрлĕрен секцисене çÿресе тĕреклетнĕ. Унтан Канашри финанс техникумĕнче вĕреннĕ. Специалист дипломне алла илнĕ хыççăн каччăна çара кайма ят тухнă. Йошкар-Олара ракета çарĕнче службăра тăнă вăл. Алмаз Мансурович салтак тивĕçне чун-чĕререн парăнса пурнăçланă. Ахальтен мар ĕнтĕ çар командирĕ ашшĕ-амăшĕ ячĕпе ăшă сăмахсемлĕ тав çырăвĕ те янă.
Аслă ывăлĕ çартан таврăнсан тепĕр куннех Тазетдиновсем иккĕмĕш ывăлне Азата сĕт çулĕпе кайса çу çулĕпе килме пил панă. Çур çул ытла ĕнтĕ вăл присяга йышăнни. Кĕçĕн сержант паян Мускавра службăра тăрать. Иккĕмĕш ывăлĕ те асли пекех кăтартуллă, пултаруллă салтак, çĕр-шыв хÿтĕлевçи. Çак сăлтавпах ĕнтĕ ашшĕ-амăшне татах çар чаçĕнчен тав ярса панă.
Виççĕмĕш пулас пăхаттирĕ пиллĕкмĕш класа çеç каять. Апла пулин те вăл паянах пиччĕшĕсем пек кăтартуллă салтак пулма ĕмĕтленет.
А. НИКОЛАЕВА.