АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçре тупнă телей сăваплă

11 августа 2012 г.

Канăçсăр, хăйĕн ĕçне чунтан юратакан çын тесе хаклас килет “Малалла” ял хуçалăх эртелĕнче вăй хуракан В. Ванисов пирки. Тивĕçлĕ канăва кайни виçĕ çул çитнĕ пулин те Валерий Леонтьевич килте лармасть. Шăрăх-и, сивĕ-и– вăл яланах автомашина рулĕ умĕнче.

Комсомольскинче водителе вĕренсе тухнă хыççăнах хуçалăха ĕçе вырнаçнă. Унтанпа 45 çул та çитнĕ, апла пулин те тимĕр “утĕнчен” уйрăлма шухăшламасть.

В. Ванисов ачисене те ĕçчен, тирпейлĕ пулма вĕрентнĕ, тивĕçлĕ воспитани пама тăрăшнă. Мăшăрĕпе, Клавдия Николаевнăпа (вăл Каншелĕнче кĕçĕн класа çÿрекен ачасене пĕлÿ панă), виçĕ ача çуратса ÿстернĕ. Вĕсем халь çитĕннĕ, çунат сарса тăван килтен кайнă. Икĕ хĕрĕ Шупашкарта тĕпленнĕ, ывăлĕ Владивостокра тăван çĕр-шывăн чиккине пограничник пулса сыхлать.

– Эпĕ икĕ алла усса ларма хăнăхман. Ĕçе килетĕн те, пĕринпе калаçатăн, теприне сăмах хушатăн – кăмăл та уçăлать. Халь, ак, комбайнсем патĕнчен тырă турттаратăп. Ăна йĕтем çине тирпейлĕ илсе çитерме тăрăшатăп, – тет Валерий Леонтьевич. Юлташĕсем те ун пирки ырăпа çеç калаçрĕç, техникăна лайăх ăнланнине те палăртрĕç.

Çур ĕмĕре яхăн машинăпа çÿрекен водителĕн мăнукĕсен умĕнче те мухтанмалăх хисеп хучĕсем, тав çырăвĕсем туллиех. Хуçалăх, район шайĕнчен пуçласа Раççей Федерацийĕ панисем те пур. “Ĕç ветеранĕ” ята та тивĕçнĕ.

О. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика