11 августа 2012 г.
Лондонран, çуллахи XXX Олимп вăййисенчен, вырсарни кун савăнăçлă хыпар çитрĕ: марафон дистанцине чупса Чăваш Ен спортсменĕ Татьяна Архипова (Петрова) бронза медаль çĕнсе илнĕ.
Михаил Кузнецов тренер воспитанникĕ, Вăрмар районĕнчи Кăрăк- çырма ялĕнче çуралса ÿснĕ, тĕнче класлă спорт мастерĕ тĕнчери паллă нумай марафонкăна хыçала хăварса 42 çухрăм та 195 метрлă дистанцире финиша виççĕмĕш çитнĕ.
Татьяна Архипова-Петрова тăватă çул каялла Пекинра Олимпиадăра 3000 метра чăрмавсем витĕр чупса ăмăртнă, тăваттăмĕш вырăна тухнă. Çакăн хыççăн марафон дистанцине чупасси çине куçнă. Кĕске вăхăтрах тĕнчери чи вăйлă спортсменсен йышне кĕнĕ.
Татьяна Архипова-Петрова марафонкăна Лондонри Олимпиадăра пысăк çитĕнÿ тунă ятпа Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă.