11 августа 2012 г.
Августăн 9-мĕшĕнче Нăрваш Шăхалĕнче икĕ хут тĕнче чемпионкине, Пекинри çуллахи Олимп вăййисенче велоспортăн маунтинбайк енĕпе бронза медаль çĕнсе илнĕ, Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерне, çак ялта çуралса ÿснĕ Ирина Калентьевана (Ягупована) халалласа маунтинбайкăн кросс-кантри дисциплинипе Раççей Кубок ăмăртăвăн 12-мĕш этапĕ иртрĕ. Кăçалхипе вăл çиччĕмĕш хут пулчĕ. Унта хамăр районти, республикăри спортсменсемсĕр пуçне Чулхуларан, Тольяттинчен, Ленинград облаçĕнчен тата ытти регионсенчен килнĕ яшсемпе хĕрсем – пурĕ 130 ытла участник– хутшăнчĕç. Ăмăрту пирки тĕплĕнрех çитес номерте паллаштарăпăр.
И. Калентьева халь хăй Лондонри Олимп вăййисенче Раççей чысне хÿтĕлет. Ентеш мĕнле ăмăртнине Раççей телевиденийĕн пĕрремĕш каналĕпе паян 16 сехет те 30 минутра кăтартаççĕ.
(Хамăр корр.)