11 августа 2012 г.
Тăватă района пăхса тăракан Патăрьелĕнчи следстви пайĕнче Елчĕк тăрăхĕнчи 37 çулхи ар çын пирки уголовлă ĕç пуçарнă. Çакскере РФ УКăн 135 статйин 1 пайĕпе айăплаççĕ. Ку вăл – аскăнлăхпа çыхăннă преступлени.
Пĕррехинче, усал шухăш тытнă арçын, йĕри-тавра никам та çуккипе усă курса çăлран шыв тултаракан 14 çулхи хĕр ача патне пынă та ăна тапăнма тытăннă. Чиперкки те çичĕ ют пулман: пĕрле пурăнакан хĕрарăмăн ачиех. Лешĕ вара ытамран хăтăлса тухас тĕллевпе тапаланма, çапкаланма пуçланă, пулăшу ыйтса кăшкăрнă... Юрать-ха, çухалса кайман. Хĕрĕн сассине илтсе амăшĕ чупса пыни çеç намăсран çăлса хăварма пулăшнă.