АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тÿрĕ çултан пăрăнан – çирĕп явап тытан

11 августа 2012 г.

Ку чухне пĕлсе е пĕлмесĕр саккуна хирĕç кайса усал ĕç тăвакансем йышлă. Тÿрĕ çултан пăрăнакансене вара пурне те явап тыттараççĕ. Ку тĕлĕшпе никам та айккинче пăрăнса юлаймĕ. Сăмахран, кăçалхи çур çулта çеç пирĕн суд приставне 7728 производство кĕнĕ. Çакă кашни суд приставĕн исполнительне уйăха 429 ĕç тивĕçет. Тиевĕ питĕ пысăк темелле. Апла пулин те работниксен тăрăшулăхне, пултарулăхне, ĕç опытне кура умма лартнă задачăна тăтăшах тултарса пыратпăр.

Пирĕн ĕçри тĕп тĕллевсенчен пĕри – патшалăха, çавăн пекех вырăнти бюджета кĕрекен налуксемпе ытти тÿлевсене вăхăтра шыраса илесси. Налук органĕсен постановленийĕсемпе тата суд акчĕсемпе килĕшÿллĕн пирĕн пата шыраса илме 290 ĕç хушнă. Вĕсен сумми 3277 пин тенкĕ. Тăратнă производствăсенчен 140-ĕшне вĕçленĕ, тĕрлĕ йышши бюджета çулталăк пуçланнăранпа 763 пин тенкĕ укçа кĕртнĕ.

Суд приставĕн федераци службин Чăваш республикинчи управленийĕ налуксемпе тĕрлĕрен тÿлевсене пуçтармалли план тăратнă. 2012 çулта ăна пирĕн 2 миллион тенке çитермелле. Пĕрремĕш çур çулта укçасен 41,5 процентне шыраса илнĕ. Ку тĕлĕшпе малашне витĕмлĕрех ĕçлеме тивĕ.

Ытти чылай ĕçсенчен административлă штрафсене шыраса илесси ăнăçлă пулса пырать. Кăçалхи çур çулта çак сăлтавпа 1010 пин укçа кĕртнĕ. Вăл шутра ОГИБДД постановленийĕсемпе – 105 пин тенкĕ.

Суд приставĕн ĕçĕнчи кăтартусене лайăхлатассинче налук инспекцийĕпе, Пенси фончĕн управленийĕпе, çул-йĕр инспекцийĕпе, ял тăрăх администрацийĕпе пĕрлехи рейдсем йĕркелени пысăк пĕлтерĕшлĕ. Малашне те çак меслетпех ĕçлесшĕн.

Социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусенчен пĕри – алимент шыраса илмелли суд приговорĕсене пурнăçа кĕртесси. Кăçалхи çур çулта пирĕн пата çак сăлтавпа 281 производство кĕнĕ. Вĕсенчен 47-шне вĕçленĕ. Алимент тÿлессинчен сĕмсĕррĕн пăрăнса, тарса çÿрекен сакăр çын пирки уголовлă ĕç пуçарнă, тĕрлĕрен майпа айăпланă.

Г. АФКИ,

аслă суд приставĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика