11 августа 2012 г.
“Çурла уйăхĕн хăйĕн йăли: çурăмран ăшăтать, кăкăртан шăнтать”, – тенĕ ваттисем. Анчах та август пуçламăшĕ пирки ун пек калаймăн. Çав тери шăрăх кунсем тăраççĕ. Сывлăш температури 30 градусран та иртет. Çавна кура тухтăрсем кăнтăрла 11 сехетрен пуçласа 17 сехетчен хĕвел çинче çÿреме юраманнине калаççĕ. Кун пек чухне пуçа шĕлепке е çÿхе тутăр çыхмалла.
– Шăрăхра тумтире пĕлсе суйламалла, мамăк, йĕтĕн пусмаран çĕленĕ япаласем тăхăнмалла.
– Шыв ытларах ĕçме тăрăшмалла. Кун пек чухне минерал шывĕ лайăхрах. Пăрăçлă, тăварлă тата йывăр апат çимелле мар. Сăра-эрехпе те иртĕхме кирлĕ мар.
– Хĕвел хĕртнĕ вăхăтра ÿт-пĕве хÿтĕлекен кремсемпе усă курмалла.
– Пÿлĕме час-часах уçăлтармалла. Кондиционер пулни лайăх, анчах та унран та сыхланмалла, уçă çил хумĕ чирлеттерме пултарать.
– Душ е ăшă ванна кĕни аван. Çĕрле вара пуç çине йĕпе алшăлли хумалла.
– Çын сулхăн вырăнта та аптрама пултарать: пуç ыратать, инсульт е инфаркт пулас хăрушлăх пур. Çавăнпа та тухтăр сĕннĕ эмельсене ĕçмеллех.
– Шăрăхра пĕчĕк ачасемпе ватă çынсем ытларах нуша кураççĕ, вĕсене куçран вĕçертмелле мар.
– Хĕвеллĕ çанталăкра çын шыв патне туртăнать. Кунта та асăрхануллă пулмалла, хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнмалла.
– Пĕлекен вырăнти ятарлă пляжсенче çеç шыва кĕме юрать.
– Аякка ишсе каймалла мар. Шыва чăмиччен лаптăка лайăх тĕрĕслĕр, унсăрăн ÿт-пĕве амантма пултаратăр.
– Шывра вăрах пулни организмшăн сиенлĕ, шăнса пăсăлма пултаратăр.
– Хĕвел çинче самай хĕртĕннĕ хыççăн сивĕ шыва тÿрех чăмма юрамасть. Юн пусăмĕ хăпарма, чĕре чарăнса ларма пултарать.
– Шыв ÿсĕрсене кăмăлламасть. Çавăн пекех унта пĕр-пĕрне хăваласа выляма та юрамасть.
Çак ансат йĕркесене ăша хывсан çу кунĕсем сире савăнăç кăна кÿрĕç.
В. ПЕТРОВА,