АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç патне алă пырсан

11 августа 2012 г.

Каçран йÿçĕтме çăрса хăварнă чуста кăпăш хăпарнă. Ытти хĕрсем килсе çитиччен Алена ăна савăт çинчен илчĕ те сарлака сĕтел çине сарса хучĕ. Пахалăхлă вăл. Йĕтĕр çумне те çыпăçмасть, кирлĕ хутăшĕсене çителĕклĕ янă. Унтан кăмăллă круасан пиçетех.

Ăшне хумалли пылак çимĕçе хатĕрленĕ çĕре Г. Резепова, Г. Хамбикова, М. Феткуллова, Г. Тазетдинова та çитрĕç. Ф. Куртлюкова бригадир сменăра пĕçерсе хатĕрлемелли çимĕçсен заказĕсене пĕлтерчĕ. Пуçланчĕ вара ĕç. Пĕри йĕтĕрленĕ чустана вăрăм çĕçĕпе пĕр пек пысăках мар тăваткалсем çине касса тухнă-тухманах тепри кашăк пуçĕпе ăшне хума пуçларĕ. Виççĕмĕшĕ çавăрттарса пычĕ. Тĕпне тип çу сĕрнĕ пысăк патнуссем те хатĕр. Пĕрин хыççăн тепри тулнине сиссе те ĕлкĕрме çук. Ăстасен аллисем вăр-вар ĕçлеççĕ. Хатĕр чĕр тавара вара газ кăмакисене лартаççĕ. Пичĕ те хĕрелет унта, тĕпĕ те çунмасть.

– Çак çимĕçе пĕçерме тытăнни нумаях мар-ха. Туянакан йышлă ăна. Вĕтĕ кукăле çиме кăмăллă. Куллен 150-шар килограмм пĕçеретпĕр, – калаçать бригадир.

Круасана хатĕрлесе пĕтернĕ хыççăн сийлĕ печени тума тытăнаççĕ кондитерсем. Унтан вĕсем рулетсем çавăраççĕ. Сушкă та темиçе хутчен лартмалла. Сухари, мармелад, кĕсел, помадка кăлармалла. Кунĕпех ура çинче, вĕри кăмака умĕнче тăраççĕ шурă халат тăхăннăскерсем.

– Ĕçĕмĕр çăмăл мар пулин те, килĕштеретпĕр ăна. Лавккасенче хамăр продукцие курсан чун савăнать. Ăна халăх хапăл туянни кăмăллă, – теççĕ ăстаçăсем.

А. Ксенофонтова (сăн ÿкерчĕкре) Патăрьелĕнчи “Союз” пĕрлешÿре ĕçлеме пуçăнни 10 çул çеç-ха. Апла пулин те хисепре, коллективра ырă ят çĕнсе илме пултарчĕ. Хăйĕн тăрăшулăхне курах Алена Николаевнăна “Продукци туса кăларакан производствăри районти чи лайăх ĕçчен” ята парса чыс турĕç.

Сăкăт кинĕ çăкăр заводне ĕçлеме чун юратнипе килнĕ. Ялти шкулта сакăр класс пĕтернĕ хыççăн Алена хăйĕн юлташĕпе Волгоградри кондитер ăсталăхĕн пĕр училищĕне вĕренме кайнă. Ĕçлĕ практикăна та унтах ирттернĕ. Хулари çăкăр заводĕнче ун чухнех тĕрлĕ апат-çимĕç сахал мар пĕçерме хутшăннă.

–Тутлă пĕçерес тесен, ÿркенмелле мар. Çăнăха, çăва, песука, çĕпрене, чустана тутă кĕртекеннине, кăпăшкалантараканнине тата ыттине халĕ пурне те сутаççĕ. Хăш çимĕç валли мĕн чухлĕ ямаллине çеç пĕлмелле. Кашни çĕнĕлĕхе ĕçе кĕртнĕ чухне хамăр та çавнашкалах тăватпăр. Малтан сахалрах пĕçерсе пăхатпăр. Каярахпа ытларах хатĕрлетпĕр. Пасарта халăх нумай. Продукцине малтанласа унта кăларатпăр. Пĕчĕк тĕркемлĕскерсене хапăлах туянаççĕ,– паллаштарать хăйсен ĕçĕпе Алена Николаевна.

Ĕçе кая юлса çитесси, сăлтавсăрах сменăна тухмасăр юласси пулман А. Ксенофонтован. Бригадăри юлташĕсем те çавнашкалах. Пĕрешкел пулмалла та. Хатĕр чустана çуллахи шăрăх кун вăрах вăхăт лартаймастăн. Хăпарнă тăк – пĕçермелле. Пиçни те суту-илĕве вăхăтра çитмелле. Çаксене мала хурать Алена Николаевна.

А. АСТРАХАНЦЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика