АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Каялла – пĕр утăм та!

15 августа 2012 г.

Гитлерпа Троцкий тĕслĕхĕпе Сталин заградотрядсем йĕркеленĕ. Çитмĕл çул каялла, 1942 çулхи çу кунĕсенче, нимĕçсем Хĕрлĕ Çара çапса аркатас хăрушлăх тухса тăнă. Çуркунне Харьков патĕнчи çапăçусенче пирĕн чаçсем çав тери пысăк çухату тÿснĕ. Кăнтăр тата Кăнтăр-Хĕвел анăç фрончĕсенче 175 пин салтакпа командир пурнăçĕ татăлнă. Крыма ирĕке кăларасси те путланнă. 1942 çулхи июльте Севастополе нимĕçсене хăварнă. Крым фрончĕпе Хура тинĕс флочĕн çухатăвĕ – 176 пин çын. Июлĕн 6-мĕшĕнче тăшман Воронежăн пĕр пайне тытса илнĕ, пирĕн оборонăна 150-450 çухрăм вăрăмăш татса кĕнĕ. Уйăх вĕçĕнче Дон çинчи Ростова хăварма тивнĕ, çапла вара фашистсем Çурçĕр Кавказа пырса кĕме пуçланă ĕнтĕ. Унта вара – нефть...

Нимĕçсене Мускав патĕнчен хăваласа янă хыççăн пирĕн командовани кăштах суккăрланнă темелле-ши; Тăшман резервсем пухнине, чаçсенче çирĕп дисциплина туса хунине курман та тейĕн. Хĕрлĕ Çарта дисциплина самай хавшанă, полксемпе батальонсем çапăçусене хатĕр пулман. Çак кăткăс лару-тăрура Сталин “Пĕр утăм та чакмалла мар!” приказ кăларать. Тĕнче çар историйĕ кунашкал приказсене астумасть. Совет Союзĕнче ку енĕпе опыт пулнă-ха.

Троцкий никама та шеллемен

Граждан вăрçи вăхăтĕнче Сталинăн тăшманĕ Лев Троцкий Хĕрлĕ Çарта репрессиллĕ тытăм йĕркеленĕ. Троцкий “Манăн пурнăç” кĕнекере çапла çырать: “Репрессисемсĕр çар тума май çук. Персе пăраххассипе хăратсан çеç çак эшкер вилĕме хирĕç тухать. Çак тĕттĕм çынсене, хÿресĕр упĕтесене хыçалта пуля кĕтни те малалла хăвалать”.

1918 çулта Краснов генерал Дон патĕнче наступлени пуçланă, Царицына тытса илме ĕмĕтленнĕ. Шурă гварди хулана пырса кĕреймен-ха, анчах Ленинăн тăван хули Чĕмпĕр тата Хусан шуррисен аллине куçнă. Вара Троцкий чи хĕрÿ фронта çул тытнă. Ун умĕн вăл Ленинпа тĕл пулса калаçнă, чаçсем сапаланса каясран тата салтаксем çапăçу хирĕнчен тарнинчен сыхланмалли витĕмлĕ меслет сĕннĕ – заградотрядсем. Пăхса тăракансене мĕн чухлĕ ытларах тĕп тăватпăр – дисциплина çавăн чухлĕ çирĕпрех пулĕ, ăнлантарнă Троцкий.

Хĕвел тухăç фронтне çитсенех Лев Давидович 18-мĕш номерлĕ приказ кăларать: “Тепĕр хут асăрхаттаратăп: енчен те çапăçăва кĕнĕ çар чаçĕ хăй тĕллĕн каялла чакрĕ пулсан чи малтан комиссара персе пăрахатпăр, унтан – командира. Хăюлăхпа палăрнă салтаксене тивĕçлипе хаклăпăр, вĕсене çар чаçĕсене ертсе пыма шанăпăр. Хăравçăсемпе йĕксĕксене пуля çеç кĕтет”.

Сăмахне тытнă нарком. Свияжск патĕнчен 2-мĕш Петроград полкĕ шурă гвардие хирĕç тăрайманнипе тарнă. Сăмах май, çавăнта Троцкий пуйăсĕ тăшман аллине лекесрен аран-аран хăтăлса юлнă. Нарком хушăвĕпе асăннă полкри кашни вуннăмĕш çынна персе пăрахнă... Фронтра таркăнсене тĕп тăвакан сотньăсемпе ятарлă отрядсем пурин сехрине те хăпартнă.

Айăплисене пурне те вĕлермен, хăшне-пĕрне хура çуха çĕлесе панă, атă вырăнне вăйпа çăпата тăхăнтартнă. Йĕркене кăшт пăхăнмасанах штрафниксене персе пăрахнă.

Заградотрядсемпе 30-мĕш çулсенче Хусан кÿлли çывăхĕнчи çапăçусенче, финн вăрçинче анлăн усă курнă.

Нимĕçсемпе пирĕннисен штраф ротисем

1942 çулхи хĕл фашистсемшĕн йывăр килнĕ. Чылай фронтра каялла чакма тивнипе салтаксем позицирен тарнă тĕслĕх нумайланнă. Дисциплинăна çирĕплетес тесе Вермахт айăплисенчен 100 штраф роти йĕркелет. Таркăнсене вырăнтах персе вĕлермелли хушăва пур чаçе те çитереççĕ. Штрафниксем хушшинче вăтам командирсем чылайăн пулнă. Вĕсене пухса вунă ытла штраф батальонĕ туса хунă, фронтăн чи хăрушă участокне янă. Çирĕп мерăсем йышăннин усси пулнах: чаçсенче таркăнсем сахалланнă, çăва тухас умĕн çапăçас кăмăл-туйăм çирĕпленнĕ.

Сталинăн 227-мĕш приказĕ те ытахальтен çуралман. Ăна хаçатсенче пичетлемен пулин те фронтри пур чаçра та вуласа панă.

Пĕтĕмпе вăрçă вăхăтĕнче 200 ытла заградотряд йĕркеленĕ. Штраф ротисемпе батальонсем витĕр 427910 çын тухнă. Вĕсен 50-90 проценчĕ çапăçу хирĕнче выртса юлнă теççĕ, анчах тĕп-тĕрĕс цифра çук. Чылайăшĕ юн тăкса çылăха каçарттарни каламасăрах паллă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика