АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мухтавлă космонавта манмастпăр

15 августа 2012 г.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Виктор Горбатко космонавт летчикпе тĕл пулнă. Генерал-майор, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ республикăна Андриян Николаевпа Павел Попович “Восток-3” тата “Восток-4” карапсемпе тĕнчере пуçласа космосра ушкăнпа вĕçевре пулнăранпа 50 çул çитнине халалланă уяв мероприятийĕсене килнĕ.

Михаил Игнатьев хаклă хăнана саламланă май çур ĕмĕр каяллахи çав пулăмăн пысăк пĕлтерĕшне палăртнă. “Ушкăнпа ирттернĕ пирвайхи вĕçевĕн 50 çулхи юбилейне паллă тунă май эпир паян çамрăксене Тăван çĕр-шыва юратма, харсăр пулма, умри тĕллевсене парăнтарассишĕн çине тăма вĕрентетпĕр!», – тенĕ вăл.

Виктор Горбатко пирĕн мухтавлă ентешпе Андриян Николаевпа туслă пулнине, Çăлтăр хулара унпа кÿршĕллĕ пурăннине аса илнĕ. “Андриян Григорьевич хăйĕн вĕçевĕпе Чăваш Ене чапа кăларчĕ. Çакăн пек республика пуррине пĕтĕм тĕнче пĕлчĕ”, – тенĕ космонавт.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика