15 августа 2012 г.
Сăкăтри “Красное знамя” ял хуçалăх производство кооперативĕнче кăçал тĕш тырă 706 гектарта çитĕнчĕ. Кунта ĕçе пĕлсе йĕркеленĕ, техникăна вăхăтра юсанă, çунтармалли-сĕрмелли материал çителĕклĕ, çавăнпа вырма кал-кал пырать. Кĕрхи пĕрчĕллĕ культурăсене пуçтарса кĕртнĕ. Çурхисен лаптăкĕ те нумай юлман: 100 гектар ытларах çеç. Çанталăк лайăх тăрсан ăна паян-ыран вырса пĕтереççĕ. Н. Чернов, Н. Анюров, Э. Чиркин тытса пыракан икĕ “Дон” тата “Агрос” комбайнсем ирхи сывлăм типсенех хире тухаççĕ.
– Кăçал кĕрхисен тухăçĕ лайăхах пулмарĕ, çурхисен вара – аванах. Урпа вырăн-вырăнпа гектартан 35–40 центнер та тухрĕ. Хальхи вăхăтра кăтарту вăтамран 30 центнерпа танлашать, – пĕлтерет хуçалăхăн тĕп агрономĕ В. Красников.
Хиртен килекен тырра тÿрех алласа тасатаççĕ, хатĕррине кĕлете кĕртсе пыраççĕ.
(Хамăр корр.).