АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Физкультурниксен уявĕнче

15 августа 2012 г.

Физкультурниксен кунне халалланă уяв пĕр кун маларах, августăн 10-мĕшĕнче, футболистсен икĕ команди – шкул директорĕсенчен тата ял тăрăх пуçлăхĕсенчен йĕркеленĕскер–тĕл пулнипе пуçланнă. Вăйă пĕлÿ çурчĕсене ертсе пыракансем çĕнтернипе вĕçленнĕ. Августăн 11-мĕшĕнче вара “Паттăр” стадион тĕрлĕ вăйăран пуян пулнăран шавласа та кĕрлесе çеç тăнă. Спортпа туслисене район администраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыракан М. Калмыков, “Паттăр” спорт шкул директорĕ А. Краснов саламланă хыççăн мероприятие хутшăнакансем хăйсен вăйĕсене çăмăл атлетикăра, хутăш эстафетăра, шахматла, шашкăлла, чушкăлла, мини-футболла, пляж волейболне вылянă çĕрте тĕрĕсленĕ.

Чупассипе йĕркеленĕ ăмăртура А. Прокопьева, Н. Зотова, Л. Антонова, П. Поляков, Р. Закиров мала тухнă. Ветерансем те çамрăксенчен кая юлманнине старта тăрса çирĕплетнĕ. Г. Осипов, В. Салмин, В. Андреев, Н. Ларионов, В. Евсеева, В. Медведева çулĕсене кура мар маттур!

Хутăш эстафета (пăшалтан пересси, çуран чупасси тата велокросс) чăннипех те хĕрÿ иртнĕ. Кунта Туçа ял тăрăхĕнче пурăнакансене çитекенсем пулман. Мини-футболла – Аслă Чеменсем, пляж волейболне Патăрьелсем ăста вылянă.

Чушкă вăййи пирĕн районта вăй илсе çеç пырать-ха, апла пулин те унпа кăсăкланакансем пур. Г. Елкин, Д. Коннов, С. Маков лайăх результат кăтартнă.

Шашкăлла выляса кăçал та казначейство уйрăмĕн ертÿçи Н. Федоров çĕнтернĕ. Шахматра Т. Абяновăн (Тутар Сăкăт) тавçăрулăхĕ пысăкки палăрнă.

Спорт уявне Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕнче йĕркеленнĕ “Асамат кĕперĕ” пултарулăх коллективĕ савăк юрă хыççăн юрă шăрантарса илемлетнĕ.

Çĕнтерÿçĕсене парнесемпе хисеп хучĕсем парса чысланă.

(Хамăр корр.).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика