15 августа 2012 г.
Татьяна Архипова ентешĕмĕр Лондонри Олимпиадăра бронза медаль çĕнсе илнĕ ятпа Чăваш Ене Раççей спорт министрĕ Виталий Мутко саламланă.
Чăваш Ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн ячĕпе килнĕ телеграммăра çапла çырнă: “Хисеплĕ Михаил Васильевич! РФ Спорт министерствин ячĕпе сире тата Чăваш Енĕн спорт общественноçне саламлатăп. Татьяна Архипова çĕнсе илнĕ награда пĕтĕм çĕр-шывшăн хаклă. Сирĕн регион спорта аталантарма хывнă тÿпе чи çÿллĕ шайра çитĕнÿ тума май пачĕ. Сире физкультурăпа спорта аталантарма тăрăшнăшăн тав тăватăп”.
Тепĕр телеграммăра Виталий Мутко Шупашкарта утă уйăхĕн варринче Пĕтĕм Раççейри ял спорт вăййисене ăнăçлă ирттернĕшĕн тав тунă. Вăл республикăра йĕркеленĕ ăмăртусем çÿллĕ шайра пулнине унта хутшăннисем пурте палăртни çинчен каланă, спорта аталантарас енĕпе республикăпа, унăн ертÿçисемпе малашне те алла-аллăн ĕçлессе шаннине палăртнă.
“Хыпар”.