АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лондонри стартсем вĕçленчĕç

15 августа 2012 г.

Иртнĕ вырсарни кун Аслă Британи тĕп хулинче çуллахи ХХХ Олимп вăййисен 17 кун ялкăшнă асамлă вутне сÿнтернĕ. Çапла вара тăватă çулта пĕрре килекен спортăн чи пысăк уявĕ вĕçленнĕ. Унта хутшăннисене Пĕтĕм тĕнчери Олимп комитечĕн президенчĕ Ж. Роге чĕререн тав тунă, çитес вăйăсене 2016 çулта Рио-де-Жанейро (Бразили) йышăнасси çинчен тепĕр хут пĕлтернĕ.

Çулсем иртнĕ май Олимпиадăсем хăйсен пĕлтерĕшне чакармаççĕ, йыш пысăкланнăçемĕн пысăкланать. Акă, Лондонрах 1908 çулта пулнă вăйăсенче 22 çĕр-шыв спортсменĕ кăна ăмăртнă. Хальхинче – 204. Тепĕр танлаштару: ун чухне чи пултаруллă çăмăл атлет 190 сантиметр çÿллĕшне сикнĕ, кăçалхи чемпион Иван Ухов – 238 сантиметра “парăнтарнă”.

Анлă программăн кашни ăмăртăвĕнчех олимпиецсем вăй-хала шеллемесĕр наградăсене тивĕçессишĕн кĕрешнĕ. Хăйсен çĕр-шывĕсен ятне çÿлерех çĕклессишĕн те. Йăлана кĕнĕ тăрăх çĕр-шыв миçе ылтăн медаль çĕнсе илнине кура малти вырăна палăртаççĕ.

Тăватă çул каялла, Пекинри Олимпиадăра, виççĕмĕш вырăна тухнă Раççейĕн кăтартăвĕсем çапла пулнă – 23 ылтăн, 21 кĕмĕл, 28 бронза медаль.

Пирвайхи кунĕсенче Раççей олимпиецĕсем ытлах савăнтараймарĕç, пĕрремĕш теçеткене те лекеймерĕç. Каярахпа лару-тăру улшăнчĕ. Дзюдоистсем темиçе медаль çĕнсе илчĕç, çăмăл атлетсем (вăл шутра пирĕн марафонка Татьяна Архипова та), гимнасткăсемпе синхронлă ишекенсем пьедестал çине хăпарчĕç. Ку ыттисене хавхалантарчĕ. Акă, Олимпиада вĕçленес умĕн М. Савинова 800 метра чупассипе, А. Чичерова çÿллĕшне сиксе, Е. Лашманова 20 километра утса (унăн кăтартăвĕ – 1 сехет те 25 минут та 02 çеккунт, тĕнче рекордĕнчен те иртет!), С. Кидряпкин 50 километра чи хăвăрт утса тухса ылтăн медаль çĕнсе илчĕç. Гимнастикăра Е. Канаева, бокс турнирĕнче Е. Мехонцев чи пултаруллисем пулчĕç. Арçын волейболистсем вырсарни кунхи финалта Бразили командине 3:2 шутпа çĕнтерчĕç.

1992 çултан пуçласа чăваш спортсменĕсем пĕр Олимпиадăран та медальсăр таврăнман. Акă вĕсен хуçисем – В. Егорова, Е. Николаева, В. Андреев, О. Иванова, И. Калентьева, Т. Архипова.

“Хыпар”.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика