15 августа 2012 г.
Çын организмĕнчи пыршăсенче икĕ килограма яхăн микроб пурăннине палăртаççĕ. Бифидобактери, лактобактери, бактероид йышшисем ача çуралнă чухнех унăн организмне кĕрсе вырнаçма пуçлаççĕ. Кусем – усăллă микробсем.
Вĕсем апата ирĕлме пулăшаççĕ, çу ылмашăвне витĕм кÿреççĕ, В, К ушкăнсенчи витаминсене, фоли тата никотин кислотисене ирĕлтерме тата хатĕрлеме хутшăнаççĕ, аллергипе кĕрешеççĕ, иммунитета çирĕплетеççĕ.
Усăллă микробсем канцерогенсен е усал шыççа яракан веществосен шайне чакарма пултараççĕ. Пыршăлăхăн микрофлори йĕркеллĕ аталаннă пулсан унта чире яракан бактерисем çакланаймаççĕ те. Усăллă микробсем сиенлисене малалла аталанма памаççĕ. Çын сывă чухне усăллă тата патогенлă микроорганизмсем лайăхах çураçса пурăнаççĕ. Шел пулин те, çураçулăх питĕ хăвăрт пăсăлма пултарать. Шайлашу пăсăлсанах сиенлисем пушă вырăна йышăнса хăвăрт ĕрчесе кайма пултараççĕ. Çапла майпа йĕркеллĕ микрофлора тытăмĕ самантрах пăсăлнипе дизбактериоз пуçланать.
Вар-хырăм ĕçĕ пăсăлни, вар хытни, варвиттие ерни, хырăм кÿпĕнни, пакăртатма тытăнни, çăвартан ырă мар шăршă кĕни – дизбактериоз паллисем. Унсăр пуçне аллерги пуçланма, температура хăпарма пултарать. Мĕншĕн-ха чи малтанах апат ирĕлтерекен орган шар курать; Мĕншĕн тесен эпир çиекен апат малтан пыршăлăхра ирĕлет, унтан тин юна сăрхăнать. Бактерисем пулăшман пулсан организм тутлăхлă япаласенчен чылайĕшне йышăнайман, вĕсене ютти вырăнне хурса сирнĕ пулĕччĕ. Акă мĕншĕн ăш пăтранать, хăстарать, тула хăвалать.
Дизбактериоз аталаннине пыршăлăхри усăллă бактерисем пĕтнипе те çыхăнтармалла. Хăçан пĕтеççĕ-ха; Енчен те вĕсем пурăнакан вырăн ытла йÿçек е сĕлтĕллĕ пулсан. Кунашкалли холецистит, панкреатит, гепатит, гастрит, язва, пыршăлăх чирĕ пур чухне палăрать. Хырăмлăх, хырăм ай парĕн, пĕвер чирĕсем чухне те апат ирĕлтерекен ферментсем кирлĕ чухлĕ пухăнаймаççĕ, шăранса пĕтеймен апат йÿçме тытăннипе сиенлĕ микробсем “хастарлансах” каяççĕ. Пыршăлăхра шĕвĕрĕлчен йышши паразит пулсан та усăллă микробсем пĕтеççĕ.
Тухтăрпа канашламасăрах антибиотиксем ĕçни те хамăра сиен туниех. Вăл сиенлĕ микробсене пĕтернипе пĕрлех ыррисене те тĕп тăвать-çке.
Дизбактериозран сыхланас тата унран ăнăçлă сипленес тесен иммунитета çирĕплетмелле, микрофлорăна йĕркене кĕртмелле. Сывă тата тутлăхлă, клетчаткăпа пуян пахча çимĕçпе улма-çырла çимелле. Йÿçнĕ сĕтпе кĕвелĕк таврашĕ ĕçмелле, пăтă çимелле. Ытлашши çини сиенлĕ, мĕншĕн тесен апата ирĕлтерекен ферментсем çитменнипе пыршăлăхри бактерисен шайлашулăхĕ пăсăлма пултарать. Чустаран пĕçернĕ çимĕçпе пылак таврашĕ хăвăрт ирĕлет пулин те йÿçĕклĕх шайне ÿстерсе хырăма пăкăртаттарма пултарать. Эрех-сăраран та пăрăнмалла. Алкоголь вăл – наркăмăш! Ялан япăх кăмăлпа çÿрени, кулянни, хумханни иммунитета самай хавшатать. Кашни куншăн савăнма тăрăшмалла.
А. АНДРЕЕВА.