15 августа 2012 г.
Ваттисем каланă сăмахсем – пурте çиччĕ виçсе пĕрре каснăскерсем. Ача-пăчана сак тăрăх мар, урлă выртнă чухне çапма хушни тĕрĕс. Çакă ĕнерхи куншăн та, паянхишĕн те, ыранхишĕн те вырăнлă. Апла пулин те хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ хăйсем çинчи яваплăха сирсе тата ачисене воспитани парасси çине тимлĕх уйăрмаççĕ, тĕрĕс мар çул çине тăратаççĕ. Райадминистраци çумĕнчи çул çитмен ачасен правине хÿтĕлес тĕлĕшпе тимлекен комиссин иртнĕ ларăвĕнче çакнашкал 15 ĕçе пăхса тухрĕç. Ларăва райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ, комисси председателĕ В. Осипов ертсе пычĕ.
Айăпа кĕнĕшĕн намăс тÿсекенсене пурне те административлă право йĕкрине пăсни çинчен калакан саккунăн тĕрлĕрен статйисемпе килĕшÿллĕн штраф тÿлеттерчĕç. Вĕсенчен чылайăшĕ çул çитмен ачисемшĕн пичĕсене хĕретме тиврĕ: 15-16 çулсенчи каччăсемпе хĕрсем хăйсене ытла пысăк пек тытса каçхине эрех-сăра ĕçсе çÿреççĕ, хулиганла ĕçсем тăваççĕ, пĕр сăлтавсăр занятисене сиктереççĕ тата ытти те. Çав вăхăтрах хăш-пĕр ачасем ашшĕ-амăшĕн çăмăлттайлăхĕпе, вĕсем ирĕклĕ пурнăçа кăмăлланипе усă курса преступленисем тăваççĕ. Хальхинче çылăха кĕнисем Кивĕ Катекрен, Вăтаелĕнчен, Нăрваш Шăхалĕнчен, Патăрьелĕнчен, Çĕньялтан, Тикешрен, Еншикрен пулчĕç. Йĕрке хуралçисем çырнă протоколсене тĕпе хурса пурне те административлă майпа айăпларĕç.
–Комиссин тĕп тĕллевĕ – йĕркене пăсакан е пăхăнман ашшĕ-амăшне е вĕсен ачисене саккунпа килĕшÿллĕн штраф парса айăпласси мар, кашни çынна хăйсен йăнăшне туйса илме пулăшасси. Ун пек чухне вара сăнавсăр çапкаланса çÿрекен ачасем те, эрехпе иртĕхекен ашшĕ-амăшĕ те сахалланĕ, – пĕтĕмлетрĕ ларăва комисси секретарĕ М. Кошкина.
А. ЕГОРОВА.