АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Энциклопеди сумлă конкурса хутшăнать

08 сентября 2012 г.

Раççей эксперчĕсем тăватă томлă “Чăваш энциклопедине” “Çулталăк кĕнеки – 2012” наци конкурсне хутшăнма сĕннĕ. Пысăк çак ĕç “Humanitas” номинацире “вăй виçĕ”. Асăннă номинацире политика, истори, философи, искусствоведени, театр, вĕренÿ ĕçĕпе çырнă кĕнекесене, словарьсене, энциклопедисене хаклĕç.

Çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательствин директорĕ Валерий Комиссаров ячĕпе Федерацин пичет тата массăллă коммуникацисен агентствинчен телеграмма килнĕ. Чăваш кĕнеке издательствин тата Чăваш гуманитари наукисен патшалăх институчĕн ĕçченĕсене “Кĕнеке çулталăкĕ” Наци конкурсĕн çĕнтерÿçисен чыславне йыхравлаççĕ. Пĕтĕм тĕнчери XXV ярмăркка-курав 5-мĕш сентябрьте Мускавра уçăлнă. Конкурс “Çулталăк прози”, “Çулталăк поэзийĕ”, “Ахальтен мар Раççей халĕ те асра тытать”, “Эпир кĕнекепе пĕрле ÿсетпĕр”, “XXI ĕмĕрĕн вĕренÿ кĕнеки”, “Лили чечекĕ”, “Art-кĕнеке”, “Раççей пичетлесе кăларнă”, “Электрон кĕнеке” номинацисемпе иртет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика