АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентешĕмĕре халалланă уяв

08 сентября 2012 г.

Авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче уçлăха икĕ хут тухса çăлтăрсемпе чăвашла калаçнă, планетăмăр çинче чăваш халăхĕ те пурăннине пĕлтернĕ Андриян Григорьевич Николаев 83 çула çитмеллеччĕ. Совет Союзĕн виççĕмĕш космонавт летчикĕ, икĕ хут Геройĕ, авиаци Генерал-майорĕ, Чăваш Республикипе унăн тĕп хулин Хисеплĕ гражданинĕ çуралнă кун чăваш тĕнчи кăна мар, пĕтĕм этемлĕх унăн нимпе виçейми паттăрлăхне сума сăвать. Ентешĕмĕре халалланă уяв мероприятийĕсем унăн тăван ялĕнче – Шуршăлти Космонавтика музейĕнче иртрĕç. Ашшĕне асра тытса пурăннăшăн тав тума, чăваш халăхне ырă сунма шĕкĕр хуламăра Андриян Григорьевич хĕрĕ Алена Николаева-Терешкова мăшăрĕпе пĕрле килчĕ.

Андриян Николаев ячĕллĕ хулари 10-мĕш вăтам шкулти çамрăк космонавтсен отрячĕпе тĕл пулнă хыççăн Алена Андрияновнăпа тата унпа пĕрле килнĕ хăнасем Шуршăла çул тытрĕç. Мемориал комплексĕнчи Андриян Григорьевичăн вил тăприне пуç тайрĕç, чĕрĕ чечексем хучĕç, унтан вĕсене музей ĕçченĕсем çак кун тĕлне ятарласа хатĕрленĕ курава йыхравларĕç. Музей фончĕ кунран-кун пуянланса пынăран выставкăра çĕнĕ экспонатсемпе паллашма май пулчĕ.

Нумай мероприяти иртрĕ çак кун. Вăл шутра – йăлана кĕнĕ спорт эстафети, “Сĕнтĕрвăрри – Шуршăл” агитчупу, “Чăваш Кĕрешĕвĕ” спорт федерацийĕ Андриян Николаев ячĕллĕ парнене çĕнсе илессишĕн йĕркелекен турнир (кăçал унта тупăшма 17 команда, ытти çултинчен чылай нумайрах, кăмăл тунă), шкулта вĕренекенсен хушшинчи “Пирĕн çăлтăр А.Г. Николаев – чăваш халăхĕн мухтавĕ” ятпа ирттерекен чи лайăх сочиненисен, чи лайăх сăвăсен, чи лайăх ÿкерчĕксен пултарулăх конкурсĕ. Тата ытти те . Уяв вĕçленнĕ чухне вĕсен çĕнтерÿçисене чысларĕç. Мала тухнисене Чăваш Республикин пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Алена Николаева-Терешкова, район администрацийĕн пуçлăхĕ Юрий Моисеев чысларĕç.

Шуршăлсем Михаил Игнатьева, ытти çĕртен килнĕ делегацисен ертÿçисене çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Хăнасем сăваплă Андриянпа Наталья часавайне кĕрсе çурта çутрĕç, вил тăприне пуç тайрĕç, çывăхри лапама асăну чечекĕсем лартрĕç.

Уяв мухтавлă Андриянăмăр кăмăлланă чăваш юррисен концерчĕпе вĕçленчĕ.

Юрий СТЕПАНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика