08 сентября 2012 г.
Кĕркунне пахча тулли çимĕç пулнипе илемлĕ. Çĕр улмийĕ, кишĕрĕ, хĕрлĕ чĕкĕнтĕрĕ – пурте пур! Ял çынни кăшт укçа тăвас тесе вĕсене ытларах та акать, лартать. Çу каçĕпе тăрăшса вăй хунине кура ăнса пулнă тухăçа сутас та килет. Ютран килсе туянакансем кашни кун тенĕ пекех ялсенче çÿреççĕ. “Иккĕмĕш çăкăра” – 4–5 тенкĕпе, тĕрмери “хĕрлĕ хĕре” – 6,5 – 7 тенкĕпе, гемоглобина ÿстерме пулăшакан çимĕçе 3,5 – 4 тенкĕпе, сухана 5 тенкĕпе илеççĕ. Шупашкар пасарĕнчи хаксенчен 4 – 5 хут йÿнĕрех, анчах пĕлтĕрхинчен пысăкрах та – хаваспах парса яратпăр. Хĕл каçарма та çăмăлах мар-çке...