АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уй-хир хыпарĕсем

08 сентября 2012 г.

Вăраха кайнă çумăр тĕш тырра пуçтарса кĕртме те, ытти ĕçсене пурнăçлама та аванах чăрмантарчĕ. Хĕвеллĕ кунăн кашни минучĕ шутра халь. Кăçал районĕпе 14589 гектарта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культура çитĕннĕ, 14328 гектарта (98,2 процент) ĕçе вĕçленĕ. Вăтам тухăç гектартан 21 центнерпа танлашать.

Кĕрхи культурăсене акма 6402 гектар çĕр хатĕрлемелле, 4926 гектар сухаланă. Пĕрчĕллĕ культурăсене 2569 гектар акнă: 957 гектар ыраш, 1612 – тулă. Ленин ячĕллĕ, “Сидели”, “Исток” хуçалăхсем, С.Н. Фролов фермер хуçалăхĕ кĕрхисене никĕсе хывса пĕтернĕ.

Çĕртме 3277 гектар тунă.

Ленин ячĕллĕ, “Тойсинская” хуçалăхсем куккурус вырма пуçланă.

Çĕр улми уйĕсенче те тракторсен сассисем илтĕнеççĕ. “Труд”, “Красное знамя”, “Батыревский”, “Исток”, “Движение”, “Весна”, “Шанс”, “Корма” хуçалăхсенче ĕç вăй илсе пырать. Вăтам тухăç гектартан 229,5 центнерпа танлашать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика