08 сентября 2012 г.
Ку тапхăрта, çĕртме-çурла уйăхĕсенче, сĕт нумай пулнипе ăна суса илсе сутас ыйту яланхиллех çивĕчленет. Мĕншĕн тесен туянакан сахаллипе тата сĕтĕн хăй хаклăхĕ сутма сĕнекен хакран пысăкрах пулнипе ăна туса илекен пысăк тăкак тÿсет. Тĕслĕхрен, кăçал ял хуçалăх предприятийĕсенчен сĕт туянасси 20,6 процентпа кăна танлашнă, уйрăм çынсенчен сутăн илес кăтарту кăшт пысăкрах – 42,4 процент. Çакăн пек лару-тăру сĕт туса илессин тухăçлăхне тата ял хуçалăх организацийĕсемпе хушма хуçалăхсенчи выльăхсен шутне палăрмаллах чакарасси патне илсе пырать. Çапла ан пулса тухтăр тата сĕт туса илекенсене пулăшас, вăсен тăкакĕсене саплаштарас тĕллевпе республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кăçалхи утă уйăхĕн 9-мĕшĕнче “Ял хуçалăхĕнче тавар туса илекенсене, çавăн пекех хушма хуçалăха тытса тăракансене тата йĕркеленÿпе право формисене пăхмасăр агропромышленноç комплексĕн çак отраслĕн ĕçĕсене патшалăх пулăшăвĕ парасси çинчен” Указа алă пусса çирĕплетнĕ.
Унпа килĕшÿллĕн сĕт туса илекенсен тăкакĕсене саплаштарĕç: кăçалхи “нумай сĕт” тапхăрĕнче пысăк сортлă сĕт туса илнĕшĕн республика бюджетĕнчен кашни литршăн 2, пĕрремĕш сортлишĕн 1 тенкĕ хушса тÿлĕç. Хушма хуçалăхсем 1 литр сĕтшĕн 1,5 тенкĕ илĕç. Çак тĕллевпе республика бюджетĕнчен 69,6 млн тенкĕ уйăрма палăртнă.
Чăваш Ен Ял хуçалăх министерствин специалисчĕсем нормăпа право акчĕсем хатĕрленĕ. Сĕт туса илекен ял хуçалăх организацийĕсен тăкакĕсене саплаштарма пĕрремĕш транш – 21767,5 пин тенкĕ – вырăнсене çитернĕ. Вăл шутра пысăк сортлă сĕт сутнăшăн – 7387,4 пин тенкĕ, пĕрремĕш сортлишĕн – 14830,1 пин тенкĕ. Ку пулăшăва республикăри 199 ял хуçалăх организацийĕ (вăл шутра – 38 хресчен-фермер хуçалăхĕ) илнĕ те ĕнтĕ. Çурла уйăхĕшĕн саплаштару укçине авăн уйăхĕн пуçламăшĕнче илĕç.
Чăваш Ен Пуçлăхĕн хушăвĕпе кун пек пулăшăва хушма хуçалăх тытакансене – ял çыннисене – те кÿреççĕ. Çакна тивĕçлисен списокĕ Ял хуçалăх министерствине çитнĕ. Аграри ведомстви пĕлтернĕ тăрăх – ĕне тытакан тата патшалăха сĕт сутакан çынсем те кĕçех, авăн уйăхĕн малтанхи кунĕсенче, тăкаксене саплаштармалли укçана тивĕçĕç. Унăн сумми пĕчĕк мар – 41,2 млн тенкĕ.