АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕлĕве ÿстерекен çул çÿрев

08 сентября 2012 г.

Чăваш чĕлхипе литературине вĕретнĕ чухне краеведени (тăван тавралăх, тăрăх) материалĕсемпе усă курма тÿр килет. Краеведени вăл – вырăнти историне, географине, литература палăкĕсене тата ыттине те тĕпчесе пĕлни. Çак палăксем шутне çыравçăсен пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă музейсем, усадьбăсем, хваттерсем, çуртсем, унсăр пуçне çывăх çыннисем, çыравçăсем çÿреме юратнă вырăнсем тата ыттисем те кĕреççĕ.

Уроксене çÿлерех асăннă материалсемпе пуянлатни вĕренĕве пурнăçпа, халăха усăллă ĕçпе çыхăнтарма, воспитанире сăмахпа çеç мар, мĕн пур комплекслă мелсемпе усă курма май парать. Ахальтен мар программăра этем чун-чĕрине, ăс-хакăлне аталантарасси литература вĕренĕвĕнчен çав тери нумай килнине пусăмласах палăртнă.

Литературăн шкул тулашĕнчи витĕмлĕ майĕсем шутне краеведени çул çÿревĕсем, шыравĕсем, тĕпчевĕсем кĕреççĕ. Акă, пуçламăш классенче çут çанталăкпа паллаштаракан пĕчĕк экскурсисем ирттересси йăлара. Кĕçĕннисем кружоксене, вăталăххисем походсене хавхалансах çÿреççĕ. Шыравсемпе, тĕпчевсемпе çыхăнтарни аслă классенче чылай сисĕмлĕ ăнăçу кÿрет.

Учителĕн кĕтесĕнче тĕп вырăн тăван ен картти йышăнать. Вăл районти литература вырăнĕсемпе паллаштаракан “çăл куç”.

Пирĕн тăрăхран пултаруллă çынсем чылайăн тухнă. Вĕсем кашни ялтах пур.

Тĕслĕхрен: Пăла шывĕн икĕ айккипе тата Сăр вăрманĕн хĕррипе вырнаçса тухнă авалхи ялсем чăваш халăхне сахал мар çыравçă, юрă-кĕвĕпе сăрă ăсти, çутавçă-вĕрентÿçĕ парнеленĕ. Аслă Арапуç ялĕнченех виçĕ халăх поэчĕ: Митта Ваçлейĕ, В. И. Давыдов-Анатри, Н. А. Исмуков.

Митта Ваçлейĕ, Илпек Микулайĕ калашле, “пирĕн литературăра пĕр сехет те пĕр кун пурнакан поэт мар, вăл – самана поэчĕ, пирĕн халăхăмăрăн чысĕ, ун чапĕ, унăн нихçан чакми мухтавĕ”. Пултарулăхĕ унăн тĕрлĕ енлĕ те анлă. Чи малтанах вăл – ăста лирик. Çавăн пекех прозаик та, очеркист та, критик та, тăлмач та. Патăрьел тăрăхĕнчен тухнăскерсем яланах халăхпа пĕрле пулма, вăхăтпа, саманапа тан утма тăрăшнă.

В. И. Давыдов-Анатри – поэт-юрăçă. Унăн сăввисемпе композиторсем нумай-нумай юрă хывнă.

Çак паллă çынсем чăваш литературин ылтăн çÿпçине кĕрсе вырнаçнă, классика шайне те çĕкленме пултарнă.

Çапла вара, пирĕн литература эткерлĕхĕ çав тери пуян. Унта республика, çĕр-шыв историйĕпе çыхăннă пулăмсем ÿкерĕннĕ. Çаксемпе вĕрентекенсен тĕрлĕ енлĕн усă курмалла. Чи анлисенчен пĕри вăл – вĕрентÿ ĕçĕнче краеведени материалĕсемпе усă курса класра, унăн тулашĕнче ирттермелли урок тĕсĕсем: урок-экскурси, урок-викторина, çул çÿрев-урок, урок-лекци, урок-диспут, урок-конференци тата ыттисем те. Вĕсенчен тăван тăрăха тĕпчеме, тишкерме пулăшаканни – урок-экскурси. А. Ф. Родинпа Ю. Е. Соколовский тĕпчевçĕсем “Экскурсионная работа по истории” кĕнекинче “Экскурси вăл – вĕрентÿри тата шкул тулашĕнчи ĕçсен сапăрлăха аталантармалли уйрăм форми, ăна ирттернĕ чухне учитель-экскурсовод ертсе пынипе пурнăçри пулăмсене ятарласа хатĕрленĕ вырăнĕсенче тÿрех куçăн курса ăнланаççĕ,” - тесе палăртнă.

Районта литература çул-çÿревĕн темиçе маршрутне йĕркелеме пулать. Унта хамăр тăрăхри писатель пурнăçĕпе çыхăннă е унăн произведенинче сăнланнă вырăнсене, уйрăм çын тата ыттине те кĕртме юрать. Ăна йĕркеленĕ чухне çакна шута илмелле: юлашкинчен кăтартакан е çитсе куракан объект хăйĕн пĕлтерĕшĕпе пĕтĕмлетÿ тума май патăр.

Тăван тăрăхри литература еткерлĕхĕпе паллаштараканскерсен шучĕ тĕрлĕрен пулма пултарать. Ку, вĕрентекен хăш ялта ĕçленинчен, вăл ĕçлекен таврара чăваш литературинче палăрнă ăстасен хисепĕпе, вĕсен хайлавĕнче сăнарланнă вырăнсемпе пулăмсенчен килет.

Экскурсие вĕрентекенсен ачасемпе малтанах хатĕрленмелле. Учитель урокрах унăн тĕллевĕпе, маршручĕпе паллаштарать, биографи, аса илÿ, илемлĕ литература тексчĕсене вулама, сăвăсене пăхмасăр калама, çул çÿреври палăртнă вырăнсем çинчен çырнине пухма хушать. Çула тухиччен вĕсене йăлтах тĕплĕ сÿтсе яваççĕ. Кашни ачан ĕç пур: пурте кун çырав кĕнекине тултараççĕ, тĕрленчĕк, сочинени, статья, плакат, фотоальбом валли материал пухаççĕ. Çул çÿрев вăхăтĕнче çынсем каласа панине, курнине çырса пыраççĕ, курнă кашни объекта уйрăм пай туса шĕкĕлчеççĕ. Экскурси хыççăн хаçат-журнал, стенд тата макетсемпе маршрутсен системине тăваççĕ, радиопа тухса калаçаççĕ, тĕл пулусем, “сăмах экскурсийĕсем” ирттереççĕ.

Çул çÿрев ачасен пĕлĕвне ÿстерет, çĕр-шыва хисеплеме, юратма вĕрентет, халăхăн ĕлĕкхипе хальхи пурнăçне курма хăнăхтарать.

О. ВЕРЛИКОВА.

ЧППУ студентки.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика