08 сентября 2012 г.
2007 çултанпа пирĕн çĕр-шывра амăшĕн капиталĕ çинчен калакан саккун ĕçлет. Ку таранччен Чăваш республикинче 37269 çемье амăшĕн капиталĕн сертификатне тивĕçнĕ. Чылайăшĕ укçана пурăнмалли çурт условийĕсене лайăхлатма ярать. Шел пулин те, çак укçана суя мелпе алла илсе пачах урăх тĕллевпе усă куракансем те пур. Амăшĕн капиталĕпе çурт туяннă е ипотека кредитне саплаштарнă чухне мĕнле самантсене шута илмеллипе Раççей реестрĕн управленийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн ертÿçин çумĕ Ирина Пудова паллаштарать.
– Ирина Николаевна, амăшĕн капиталне илнĕ çемьесен чи малтанах мĕн пĕлмелле;
– Саккунпа килĕшÿллĕн амăшĕн капиталĕпе усă курса туяннă çурт (хваттер) ашшĕ-амăшĕпе ачисен харпăрлăхĕ пулса тăрать (вăл шутра пĕрремĕш, иккĕмĕш, виççĕмĕш тата ун хыççăн çуралнă ачисен те, çемьене çак сертификат вĕсене пула тивĕçнĕ-çке) кашнине пай тивĕçет. Паллах, хваттере ашшĕ-амăшĕ çине кăна çыртарма та пулать, анчах кун пек чухне хваттер туянаканăн кайран ăна пурпĕрех çемьери мĕн пур çын ячĕпе çыртарма тивет. Саккунпа çакна 6 уйăхра (пенси фондĕнчен укçа куçарнă кунран шутлаççĕ) туса ĕлкĕрмелле.
Шел пулин те, хăшĕ-пĕри асăннă йĕркесене пурнăçлама васкамасть. Пĕр тĕслĕх кăна илсе парам. Икĕ ачаллă мăшăр хăйсен хваттерне сутса урăх çурт туянма хутсем пухма тытăннă. Сутаканнипе пĕтĕмпех калаçса килĕшнĕ. Анчах хваттер докуменчĕсене тишкернĕ чухне ăна амăшĕн капиталĕпе туянни тата амăшĕ çине кăна çыртарни палăрнă. Хваттер вара çемьери кашни çыннăн харпăрлăхĕ те пулмалла. Ку йĕркене пăснă. Паллах çурт туянас ĕçе чарса лартма тивнĕ. Хайхисем хыпалансах хваттере кашнин çине пайласа çыртарма пуçăннă. Анчах вăхăт иртет-çке. Çуртне сутаканни вĕсене кĕтмесĕрех ăна урăххине сутса ярать. Кусен çĕнĕ çурт шырама тивет. Çак ĕçе хăй вăхăтĕнче тунă пулсан нимĕнле йывăрлăх та пулмастчĕ.
Сĕнтĕрвăрри районĕнчи сакăр çынран тăракан çемье вара 11, 46 тăваткал метрлă пÿлĕм туянма займ илнĕ. Çакнашкал пысăк çемьешĕн 11 тăваткал метр туянни хăш енчен пăхсан пурăнмалли условисене лайăхлатни пулать-ши;
Комсомольски, Вăрмар, Çĕрпÿ, Улатăр тата ытти районсенче те амăшĕн капиталне усă курса саккуна пăснă тĕслĕхсем пулнă. Йĕрке хуралĕн органĕ, прокуратура çакнашкал ĕç-пуçа асăрхасан тÿрех укçа куçарассине чарса лартать.
Саккунпа килĕшÿллĕн амăшĕн капиталĕпе çывăх тăванĕсен çурт туянма юрамасть. Урăхла каласан, вăл е ку çемье хăйсен аслашшĕпе асламăшĕн е пиччĕшĕпе аппăшĕн хваттерĕнче ниепле те пая кĕме пултараймасть. Тăвансем пулнипе пулманни документсенчен те тÿрех курăнать.
Амăшĕн капиталне тÿрех алла çавăрса илес текенсем те пур. Пĕр çемье пирĕн управление çурт туянма документсем тăратнăччĕ. Укçине куçарсанах килĕшĕве пăрăхăçларĕç. Ултава сиссе тÿрех йĕрке хуралĕпе пенси фондне пĕлтертĕмĕр. Эпир икĕленни тÿрре тухрĕ.
– Амăшĕн капиталне алла илме пулăшатпăр текен пĕлтерÿсем халĕ кашни юпа çинче тенĕ пек çакăнса тăраççĕ. Укçана саккунсăр майпа илессинчен мĕнле сыхланмалла;
– Амăшĕн капиталне кредит кооперативĕсене куçарса займ килĕшĕвĕпе çурт илме укçа куçаратпăр текенсенчен пăрăнмалла. Посредниксем сĕнекен иккĕленÿллĕ ĕç-пуçпа килĕшмелле мар. Сертификат хуçине хăйне те преступлени тума хутшăннăшăн айăплама пултараççĕ. Çитменнине унăн “пулăшакан” организацие (займ параканнине) хăйĕн кĕсйинчен тÿлеме тивет. Вĕсем вара хăйсен “ырă” ĕçне вун-вун пин тенкĕпе хаклаççĕ. Эсир вара ăна ачасене вĕрентнĕ е лайăх çурт туяннă çĕре яма пултаратăр.