08 сентября 2012 г.
Вунă çул каярах Курган облаçне çĕр шыраса Тюмень тăрăхĕнчи çынсем пынă, ялта пурăнакансенчен хăйсен пайĕсене арендăна пама ыйтнă вĕсем. Ку çĕр пайĕсене хăй вăхăтĕнче колхозниксемпе вĕрентекенсене панă. Анчах вĕсемпе никам та усă курман. Çавна май лаптăксем çинче хыт хура çеç ашкăрнă. Тĕрĕссипе, çĕр никама та кирлĕ пулман. Çапах та ял халăхне Тюмень бизнесменĕсем, асăннă фирма ячĕ иккĕлентернĕ – “КРиММ”. Криминал сĕмĕ çук-ши кунта; Ăçтиçуксем мар-ши вĕсем; Çакнашкал шухăшсем канăç паман вĕсене. Вырма хыççăн агрофирма çулсеренех тĕш тырăпа тивĕçтерме тытăнсан тинех хăйсен шухăшĕсене улăштарнă вĕсем.
“КРиММ” Тюмень облаçĕнчи Упорово районĕнчи тăватă хресчен (фермер) хуçалăхне пĕрлештерет. Вĕсен йышĕнче фермер ĕçне тин пуçăннă Геннадий Рязанов та пулнă. Халь вăл – агрофирма “капитанĕ”.
Геннадий 1957 çулта Упорово ялĕнче çуралнă. Курганти педагогика институтĕнче физкультура учителĕн профессине алла илнĕ. 1988 çулта ялти виçĕ çынпа “Нива” хресчен хуçалăхне йĕркеленĕ. Каярахпа ăна “КРиММ” агрофирма ятпа регистрациленĕ.
Агрохолдинг элита вăрлăх туса илессипе ĕçлет. Унсăр пуçне сухан, кишĕр, купăста, пăрçа, рапс çитĕнтерет.
Фирмăна тăватă çын пуçарса янă: Юрий Криворучкин, Геннадий Рязанов, Геннадий Муромцев тата Александр Медведев. Хушаматсен пĕрремĕш сас паллийĕсенчен “КРиММ” хуçалăх ячĕ йĕркеленнĕ. Штатра – 550 ĕçлекен. Çулсеренех апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 15-мĕшĕччен тепĕр 450-500 çынна вăхăтлăха ĕçе илеççĕ. Кашни çулах çĕнĕ техника туянаççĕ.
“1989 çулта виçĕ гектар çине çĕр улми лартма шут тытрăмăр, – аса илет иртнине Геннадий Рязанов. – Халăхран вăрлăх туянма тăвансенчен кивçен укçа илтĕмĕр. Икĕ çул тупăш япăх пулчĕ. Виççĕмĕш çул лайăх вăрлăх туянтăмăр. Тинех алă çавăрма пултартăмăр. Çавăнтанпа ÿсĕм хыççăн ÿсĕм тăватпăр. 1991 çулта хамăр профессине пăрахса бизнеспа аппаланма тытăнтăмăр. Малтанах тракторпа та хамăрах çÿреттĕмĕр, михĕсем йăтаттăмăр. Тĕрĕссипе, кашни пуспа тĕллевлĕ усă курма тăрăшаттăмăр. ПТУран 600 тенкĕпе кивĕ трактор (халĕ пирĕн 100 трактор, ытти транспорт – 70) тата ГАЗ – 53 самосвал туянтăмăр. Вĕсене пире тăватă пин тенкĕпе çулталăкне 3 процентпа пачĕç. Хаклăрах пулчĕ тесе нумай хуйхăртăм, çывăрайми пултăм. Хальхи пек миллион доллар кредит илнĕ пулсан ун чухне манпа мĕн пулатчĕ-ши;! Эпир кредит ставки 280 процент пулнă чухне те ĕçленĕ... 1990 çулсенчи пурнăç пăтранчăкчĕ. Çĕр улмине Çурçĕре сутма каяттăмăр, кузовсенче – икшер çын автоматсемпе. Çул çинче кĕрнеклĕ арçынсене курсан тÿрех мана кабинăна шаккамаллаччĕ вĕсен. Çакă вăрă-хурахпа укçа тĕлĕшпе татăлмаллине пĕлтеретчĕ”.
“2002 çултан пуçласа агрофирма ăнăçлă аталанма пуçларĕ, – малалла сÿтĕлет сăмах çăмхи. – Эпир Тюмень облаçĕнчи япăх ĕçлекен пилĕк хуçалăха хамăр хÿтте илтĕмĕр. Вĕсен парăмĕсене татрăмăр, производствăна туянтăмăр (тĕрĕссипе, пурлăх тĕлĕшпе нимех те çукчĕ). Пире ытларах çĕр кăсăклантарнă.
Паян пирĕн харпăрлăхра – 15 пин гектар çĕр. Тепĕр çавăн чухлĕ лаптăка вăрах вăхăта арендăна илнĕ. Çапла вара Упорово хирне Европăра усă куракан технологи килсе çитрĕ”.
Ку предприяти çĕр улмипе пахча çимĕç вăрлăхне туса илекен Раççейри чи пысăк агрохолдинг шутланать. Талăкра 500 тонна пахча çимĕç, 2 пин тонна çĕр улми, çавăн чухлех пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем, рапс йышăнма пултарать. Тĕш тырра “Петкус” комплекспа тасатаççĕ.
Юлашки пилĕк çулта хĕллехи вăхăтра, шурлăхсем урлă çÿреме май пур чухне, агрофирма торф кăларать. Ăна уй-хире сапаççĕ. Экологи тĕлĕшĕпе таса удобрени тухăçа ÿстерме пулăшать. Сăмахран, пĕлтĕрхи тупăш самаях пысăк пулнă. Пухса илнĕ пĕтĕм продукци (çĕр улми, пахча çимĕç, тĕш тырă) 160 пин тоннăпа танлашнă. Кун пек кăтарту маларах нихăçан та пулман. Çавна май кÿршĕ районсенче пахча çимĕçне вăхăтлăх упрамалли вырăнсем тума, гаражсене урăхла йĕркелеме тивнĕ.
“Вунă çул каярах çĕр улми тухăçĕ гектартан 25 тонна кăначчĕ, – тет Геннадий Рязанов. – Паян вара – 40. Ку çитĕнÿ лаптăксене шăварнинчен килет”.
Чылай çул агрофирмăра “КРиММ-Сокар” лаборатори ĕçлет. Унта пробиркăра çĕр улми ÿстереççĕ. Каярахпа вĕсене теплицăсене лартаççĕ, вăрлăх туса илеççĕ. Лабораторин тĕп тĕллевĕ – “сывă” çĕр улми туса çитĕнтересси. Кунта çулсерен 600 пин тĕп хатĕрлеççĕ. Унăн пахалăхне тĕрĕслеме ятарлă диагностика ирттереççĕ.
Çĕр улмине сакăр ретлĕ сеялкăпа лартаççĕ. Ăна GPS навигаторлă трактор çумне çаклатаççĕ. Оборудовани патне икĕ тĕрлĕ сигнал пырать: пĕрремĕшĕ спутникпе çыхăннăскер, тепри – интернетпа.
Оборудовани хакĕ пĕр сезонпах саплашать. Мĕншĕн тесен вăл удобренипе вăрлăха, çунтармалли-сĕрмелли материалсене 15 процент таран перекетлет. Унсăр пуçне информаци системи тухăç виçине, тырă чĕрĕлĕхне кăтартать.
Хатĕр-хĕтĕре ĕçе кĕртме Голланди специалисчĕсем тăрăшнă. Çĕр ĕçне пĕлсе туни пысăк тухăç панине палăртать Рязанов. Çĕр улмине çитĕнтерме те тăрăшса вăй хумалла.