08 сентября 2012 г.
Первомайскинчи “Шуçăм” ача садĕнчи çывăрмалли, кану, выляв пÿлĕмĕсем кунти çитĕнекен ăрăва илĕртеççех. Çурт çумĕнчи юмахри пек курăнакан çĕр лаптăкĕ чăн-чăн асамлăх тĕнчине аса илтерет. Кашни ушкăнăн хăйĕн пай пур кунта. Воспитательсемпе ачасем çитĕнтерекен чечек клумбисем илемĕпе пурне те тыткăнлаççĕ. Вĕсене пĕчĕккисем аслисем пулăшнипе пăхса, тирпейлесе тăраççĕ. Йăрансем çине хăйне евĕр проектпа акса, лартса хăварнă чечексем çав тери хитре çитĕнеççĕ.
Кашни лаптăкра воспитательсем хăйсем ăсталанă илĕртмĕш япаласем пур. Тĕрлĕ ярăнчăк, карусель, велосипед, карап, тракторпа машина шăпăрлансен кăмăлĕсене çĕклеççех. Тепĕр кану вырăнĕ те тыткăнлать. Темиçе çул каялла пĕчĕккисем лартса хăварнă вăрман кĕтесĕ пурин кăмăлне те каять. Çак йăла паян та малалла пырать. Кунта ачасемпе уçăлма тухса çÿреççĕ, тăван тавралăха сăнама хăнăхаççĕ, тĕпчевсем тума та вĕренеççĕ.
Г. КИРГИЗОВА,
воспитатель.