08 сентября 2012 г.
Çар профессийĕсем нумай, темлисем те пур: радистсем, саперсем, артиллеристсем, летчиксем... Анчах хăйсен кунне ятарласа пухăнса паллă тăвакансем нумай та мар. Алăри пÿрнесем те çитеççĕ темелле. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче, сăмахран, июль варринче кăсăруксăр карттус тăхăннă моряксем Тинĕс Çар флочĕн ялавне сулласа çÿренине асăрхама пулать. Илен кунĕнче йăрăм-йăрăмлă майкăллă хĕрĕнкĕ куштан арçын ушкăнĕсем курăнкалаççĕ. Десантура иккен вĕсем. Унчченрех Байконурта хĕсметре тăнисем (ракетчиксем) тĕл пулкалатчĕç...
Хăйсен çар тумне хисеплекенсем хушшине танкистсем те кĕреççĕ. 70-мĕш çулсенче Патăрьелĕнчи Карл Маркс урамĕнче Ваççапа Микула Николаевсем пуçарнă йăла сарăлсах пырать. Юлашки пилĕк çул хушшинче вăл район шайне те тухрĕ. Райçар комиссариачĕ умĕнчи ИС–3 танк патне халĕ шлемофонлă Сăкăтсем, Алманчăсем, Шăхальсем, Ишексем те килеççĕ. Кăçал та гусеницăллă тупă хуçисем çав вырăна, ыран, сентябрĕн 9-мĕшĕнче 10 сехет тĕлне пухăнма палăртаççĕ. Унчченхи пекех кун йĕркинче: палăк умне чечек кăшăлĕ хурасси, ăшă аса-илÿсем, вĕри шÿрпе, концерт... Пуçару ушкăнĕ пурне те хапăл.
Сăмах май, постамент çинчи Иосиф Сталин ячĕллĕ 60 тонна таякан хурçă ута 1985 çулта Канашран район центрне асфальт çулпа шатăрттарса илсе килекенни, унтан хăпартса вырнаçтарса лартаканни – шăпах маларах асăннă Василий.
Н.ЛАРИОНОВ.