12 сентября 2012 г.
Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин историйĕ çырăнса пĕтеймен-ха анăçра пысăк тупă етрисем шартлатса çурăлма, тăхлан çумăр çума чарăннăранпа кĕçех çичĕ теçетке çул çитет пулин те вăрçă ахрăмĕ илтĕнсе тăрать-ха.Чарăнман та тейĕн аслă хирĕç тăру. Акă пĕр-икĕ уйăх каялла кăна Сăкăта фронтра вилнĕ салтак вил тăприне çич ютран (тухăçри пĕр облаçран) илсе килсе ял масарне пытарчĕç.
Утмăл çичĕ çултан тинех ентеш тăван çĕрĕнче-шывĕнче ĕмĕрлĕх канăç вырăнне тупрĕ темелле. Юлашки çула ăна мĕнпур чиркÿ йăли-йĕркипе (кĕл тутарса, тупăк туса, шăтăк чавса, сумлă палăк лартса...) пытарчĕç. Оркестр килнĕччĕ, чаçрен ятарласа чĕннĕ çар çыннисем автоматсенчен те персе чыс турĕç. Сăмах май каласан, çÿллĕ шайри мероприятине район пуçлăхĕ, республикăри çар комиссариачĕн представителĕсем, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем, вырăнти хăй тытăмлăх активĕ хутшăнчĕ. Çакăн пек сумлă пытарăва сăкăтсем чылайранпа курманччĕ тесен те тĕрĕс.
Куншăн ытла тĕлĕнмелле те мар – çĕр-шыв никама пăхăнманлăхĕшĕн пуçне хунă кашни ывăлпа хĕр (генералсемпе адмиралсем кăна мар) çакнашкал чыса тивĕçлĕ. Тĕрĕсех каланă Алесандр Васильевич Суворов генералиссимус: “Çапăçу хирĕнче выртса юлнă юлашки салтака тирпейлесе пытармасăр вăрçă чарăннă теме çук”.
Çак шухăша çирĕплетме тепĕр вĕр-çĕнĕ тĕслĕх илсе кăтартам. Çурла уйăх пуçламăшĕнче редакцине Чулхуларан Андрей Владимирович Чеканов шăнкăравларĕ. Вăхăтĕнче вăл чылай çул Хĕçпăшаллă Вăйсенче службăра тăнă. Халĕ – тивĕçлĕ пенсире. Анчах килте мачча сурса выртмасть, офицер тумне пăрахнăранпах хулари паллă университет çумĕнче йĕркеленĕ “Курган” ятлă шырав отрядне ертсе пырать. Унăн членĕсем Хĕрлĕ Çарăн тăватă пин ытла салтакĕпе командирне тупса çар чысĕпе пытарнă. Вĕсенчен 356-шин ятне-шывне те палăртма май килнĕ.
Андрей Владмировичăн арăмĕ– чăваш хĕрĕ, Вăрнар районĕнчен. Мăшăрне хисепленĕренех вăл пирĕн паттăр ентешсен шăпипе те хытă кăсăкланать. Вăт çак хастар шыравçă пирĕн район паттăрĕ, вăрçăра выртса юлнă Чурбанов Илья Семенович пирки каçăхса кайсах интереслентерет. Архивран илнĕ хутсем тăрăх, Первомайски районĕнчи темле Нижнее текен ялтан пулма тивĕç иккен вăл . Унăн шăмми-шаккине “Курган” отряд кăçал çуркунне Тверь облаçĕнче чавса кăларнă. “Кам çак çын; Ăçтан вăл;”–хистесех ыйтать хĕрÿ вырăс.
Ĕмĕрĕпе тенĕ пек районта ĕçлесе пурăннăран Чурбановсем пурĕ те икĕ ялта кăна тĕпленнине пĕлетĕп –Упамсара тата Çăл Атăкĕнче. Юлашкинчен асăнни ĕлĕк Анат Тăрмăш ял Совет территорине вырнаçнине те тĕшмĕртетĕп. Хайхи “темле Нижнее” тени шăпах вырăсла “Нижнее Турмышево” е Анат Тăрмăш пулса тухать те ĕнтĕ. Вăл вара ĕлĕкхи Первомайски районне (1939–1959 çулсем) кĕнĕ. Апла-тăк, Анат Тăрмăшсемпе çеç çыхăнмалла!
Çапла турăмăр та. Вырăнти шкул директорĕ Николай Еремеев туххăмрах çирĕплетрĕ: “Чăннипех те Илья Семенович Чурбанов – Çăл Атăк çынни. Вăл вăрçăра пуç хунă салтаксен шутĕнче тăрать”.
Çакна та пĕлтернĕччĕ-ха малалла леш Андрей Чеканов – кăçалхи августăн 13-мĕшĕнче Чурбанова тата ун пек шăпаллă салтаксене çав Тверь облаçĕнчи Белый ятлă хула (район центрĕ) масарĕнче чысласа пытараççĕ-мĕн. Унта тăванĕсене те пыма чĕнеççĕ иккен.
Шел те, Чурбановăн ялта çывăхрах тăванĕ-пĕтенĕ çук. Çапларах хыпарларĕç мана Çĕньял тăрăх (хальхи администраци-территорийĕ пайланăвĕпе Çăл Атăк унта кĕрет) администрацийĕнчен. Çавăнпа инçе çула та никам та пуçтарăнса тухаймасть.
Çĕньял-Атăксемпе калаçкаласа тăнă хушăра аякри Белый хула администрацийĕпе çыхăнтăмăр. Мухтав турра, хальхи компьютер ĕмĕрĕнче çакна тума питĕ ансат–ăслă техника теме те туххăмрах шыраса тупать-мар-и! Шел те, Чăваш хутлăхĕнчи пек пуян мар унти районпа хула сайчĕсем – хыпарпа информацисене сайра хутра кăна вырнаçтараççĕ. Пире валли кирли çукпа пĕрех.
Малалла иртсе çакна та каласа хăварам: хула мэрĕ Владимир Николаевич Кузьмин чăваш çынни пулчĕ-кайрĕ. Чĕрĕк ĕмĕр каялла ăна, Чăваш патшалăх ял хуçалăх институчĕн механизаци факультетне пĕтернĕ специалиста, Калинин (хальхи Тверь) облаçне направленипе ĕçлеме янă. Турă çырнă мăшăрне вăл унта тупнă. Çапла çĕнĕ çĕрте тĕпленсе юлнă. Ĕçчен ентеш ют кĕтесре аптраман, малтан пĕр совхозра инженер-механикра вăй хунă, кайран Белый хулан çул-йĕр управленинче тĕп инженерта тата директорта ĕçленĕ. 2008 çултанпа – хула администрацийĕн пуçлăхĕ. Владимир Николаевич таса вырăс хушшинче чылай çул пурăнса та тепри пек чăваш чĕлхине манса кайман, хăйĕн ĕç пÿлĕмĕнче юлташĕсемпе ларнă хушăрах манпа кăмăлтан тăванла пуплерĕ, нумаях пулмасть çуралнă ялне, Вăрнар районĕнчи Вăрман Кипекне килсе амăшĕ патĕнче пĕр эрне хăналанни пирки те каламасăр хăвармарĕ.
Вăл тивĕçлĕ хушу панипе пирĕн ентеш шăпине уçăмлатма Белый краеведени музейĕн директорĕ Г.И.Муратова самай пулăшрĕ. Электорон почтипе ярса панă материалсенчен çакă паллă:1942 çулта Мускавалла талпăнакан нимĕç фашисчĕсем Белый хулана тата ун çывăхĕнчи Вязьма тата Ржев хулисене ярса илнĕ. Совет çарĕсем питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ плацдарма çухатас мар тесе пĕрре мар юнлă та хаяр çапăçăва кĕнĕ, пысăк çухатусем тÿснĕ. Кунти çапăçу хирĕсемпе вăрман уçланкисенче икĕ енчен те пин-пин çын пĕтнĕ. Пĕр хаяр тытăçу вăхăтĕнче Çăл Атăк чăвашĕн те пурнăçĕ татăлнă. Кĕçех килне тата районти çар комиссариатне хура хыпар çитнĕ: “1942 çулхи июнĕн 6-мĕшĕнче Чурбанов Илья Семенович боец паттăррăн çапăçса вилчĕ. Ăна Калинин облаçĕнчи Белый хулара пытарнă”. Çак йĕркесем Патăрьел районĕн Асăну кĕнекинче те пур.
Чăнлăх вара кăштах урăхларах-мĕн–паттăра Белый хулара мар, унăн çывăхĕнчи (тăхăр çухрăмри) Пушкари ял таврашĕнче çĕр ăшне чавса чикнĕ. Салтак юлашкийĕсене маларах асăннă Чулхулари Чеканов ертсе пыракан “Курган” шырав ушкăнĕ (вырăнти “Бельский рубеж” шырав отрячĕпе) пĕрле шыраса тупса чавса кăларнă. Çумĕнче унăн темле сăмахсем çырнă тимĕр кашăк выртнă. Малтанласа ăна вулама та май пулман иккен. Ара çитмĕл çул вăл çичĕ уйăх мар, ылтăн та кивелме пикенĕ! Ятарлă экспертиза тивĕçлĕ хурав панă:“Чурбанов Илья Семенович”. Çар архивĕсем салтак ăçтан призыва лекнине те палăртнă. Куртăмăр ĕнтĕ, пит тĕрĕсех пулман çак кăтартусем.
Малтан палăртнă пекех, августăн 13-мĕшĕнче Белый хулари Петропавловск масарĕнче Çăл Атăк чăвашне тата унăн фронтри юлташĕсене православи мешехипе сумлăн пытарнă. Çак ятпа ирттернĕ хурлăхлă митинга шырав отрячĕсен членĕсем, Тверь облаç делегацийĕ, хула çыннисем, пĕрлех пирĕн Владимир Кузьмин кăлава та хутшăннă. Халь ĕнтĕ тинех Илья Семенович таçта хирти çул кĕтессинче е пĕр-пĕр ятсăр çырма хĕрринче мар, таса та тирпейлĕ вырăнта выртать. Палăк-обелиск çинче ятне-шывне те туллин кăтартнă. Пырса пуç тайма та, асăнса чечек хума та май пур. Тăван тавралăх музейĕнче вара паха реликви евĕр кашăкĕ те упранать терĕç. Йывăр тăпру çăмăл пултăр апла, чуну çÿлти патшалăхра пултăр! Каçар пире, вăрçă хыççăнхи ăрусене. Çитмĕл çултан тин ĕмĕрлĕх канăç тупрăн.
Салтак кун-çулне тĕплĕнрех пĕлес тесе Çĕньял тăрăхне çитсе килме шутларăм. Шел те, ăна пĕлекен çукпа пĕрех ку таврара. Тавах Çăл Атăк шур-сухалне Владимир Иванович Ершова. Çулне кура мар (кăçал сакăр вуннă урлă каçрĕ) вăр-вар тата тăнĕпе çивĕч педагог ялти пур пек ватăсемпе те калаçса тухма ÿркенмен.
– Илья Степанович Чурбановсем пирĕн кас вĕçнелле пурăннă,– мĕн пĕлнине уçса пама васкать ман авалхи пĕлĕш. – Фронта ăна вăрçă пуçлансанах илсе кайнă. Эп ун чухне çамрăк пулнă, тăххăрта кăна пынă. Çавăнпа та ас туса юлайман, паллах. Вăл хăй 1915 çулхискер. Малтан Хĕрлĕ çарта виç çул тăнă. Салтакран таврăннă хыççăн авланнă, Çĕньял хĕрне Марфа Сергеевна Гаврилована качча илнĕ. Ăна пирĕн ялта темшĕн Маша аппа тесе чĕннĕ. Çак хĕрарăма вара питĕ лайăх пĕлнĕ, пĕлетĕп те. Вăл Илле тетерен тăватă çул çамрăкрах. Иккĕш çемье çавăрнă хыççăн 1940 çулта ывăл ача çуратнă. Михаля ятлă пулнă тет вăл. Ачан ĕмĕрĕ кĕске пулнă – виççĕрех вилнĕ. Маша аппа хăй чылай пурăнчĕ, пĕлтĕр 92 çитсе çĕре кĕчĕ...
Марфа Сергеевна ĕмĕрĕпе тенĕ пекех тăван колхозра ĕçленĕ, нумай çул тата тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн “Ĕç ветеранĕ” ята тивĕçнĕ. Ăна Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçин ветеранĕсен йышне те кĕртнĕ. Шел те, Маша-Марфа аппа хăйĕн вăрăм ĕмĕрĕнче салтак мăшăрĕн хушаматне сыхласа упрайман, ĕмĕрĕпе Гаврилова пулса (хĕр чухнехипе) пурăннă. 1943 çулта урçа хĕрарăм урăх арçынпа йывăр çын пулса тепĕр ывăла чун панă. Вăл хăй енчен амăшне тăватă мăнук парнеленĕ. Маша аппа ватлăх кунĕсене вĕсенчен асли (Анатолий) патĕнче ирттернĕ. Маттур-ха мăнукĕсем, статьяна пичете хатĕрленĕ вăхăтра çак йĕркесен авторĕ патне темиçе хутчен килсе кайма вăхăт тупрĕç, çĕнĕ хыпарсене сăнасах тăчĕç. Илья Семеновича вĕсем тăван аслашшĕ вырăнне хураççĕ, çитес çул Белый хулари вилтăприйĕ патне (кăçал каярах юлчĕç) çитсе курасшăн.
Николай ЛАРИОНОВ, РФ Журналистсен Союзĕн членĕ